Чи хаклă парне

13 Юпа, 2016

— Аннен çуралнă кунĕ тĕлне ăна халалласа сăвă çыртăм. Вăл савăннине курсан хам та хĕпĕртетĕп, — пĕлтерчĕ пĕррехинче Аня Борисова.

Паллах, ача хăй аллипе ăсталанă е чун-чĕререн тухакан ăшă саламлă парне — ашшĕ-амăшĕшĕн чи хакли. Тĕпренчĕкĕн юратăвне нимĕнле ылтăн-кĕмĕлпе те улăштарма çук-çке. Аньăн парни те амăшне питĕ килĕшнĕ. Çывăх çыннине телей кÿме пултарнăшăн савăннă хĕрача вара татах та татах сăвă çырма хавхаланнă. Çакă чун киленĕçĕ пулсах тăнă. Унсăр пуçне Аня ÿкерме те ăста, çак енĕпе тăтăшах тĕрлĕрен конкурсра мала тухать. Сăмахран, Раççей Федерацийĕн патшалăх символикине пĕлессипе çулсеренех пĕрремĕш вырăн йышăнать.

Чăннипех те хастар, пултаруллă хĕрача Аня. Шкулта лайăх вĕренекенскер налук темине халалланă сочиненисен конкурсĕнче /Çĕрпÿре/ çĕнтернĕ. Çавăн пекех вăл пĕтĕм тĕнчери «Гелиантус» конкурсра та пĕрремĕш вырăна тухнă.

Чечекпе çын хушшинче мĕнле пĕр пеклĕх пур? Ăна та, кăна лайăх ÿсме ăшă кирлĕ. Ырă условире çитĕнекен чечек çеçкене ларсан ăна пăхса ытарма çук. Çавăн пекех çемье ăшшине туйса ÿсекен ачан чĕринче те ырăлăх хуçаланать, вăл хăйĕн пĕчĕк ĕçĕпе те тепĕр çынна пысăк савăнăç кÿрессе шанать.

— Анне мана яланах пулăшать, хавхалантарать, — тет Аня. — Эпĕ те парăмра юлас мар тетĕп: пахчара та, кил тĕрĕшре те унăн ĕçне çăмăллатма тăрăшатăп. Çуллахи кунсенче анне ĕçе кайсан апат пĕçеретĕп, пÿртре тирпейлетĕп — вăл таврăнсанах çак тасалăха курсан кăмăлĕ çĕклентĕр тетĕп.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.