Комментари хушас

13 Юпа, 2016

Çут çанталăк тĕсĕсемпе хавхалансан…

Рада Герасимова Комсомольски районĕнчи Комсомольски 2-мĕш шкулĕнче вĕренет. Шкулти, районти, республикăри мероприятисене питĕ хастар хутшăнать. Ÿнер шкулне пилĕк çул çÿресе ятарлă пĕлÿ илнĕ вăл. Унта чунĕ туртнипе лекнĕ, илемлĕ ÿкерме вĕреннĕ.

Радăн хреснашшĕ — фотограф. Унăн ÿкерчĕкĕсене сăнанă май хĕрачан та çак ĕçпе аппаланас килнĕ. Ăна ытларах пейзаж ÿкерме килĕшет.

— Çут çанталăкра тĕрлĕрен тĕссем нумай. Çавăнпа та ун йышши ÿкерчĕксенче хăвăн кăмăл-туйăмна тупма пулать. Эпĕ хаваслă хĕрача, ыттисене те манăн ырă кăмăл парнелес килет, — тет пултаруллăскер.

Хастар çыннăн тунсăхлама вăхăт çук. Ÿкерчĕкре чун киленĕçне шыракан Рада КВНа та, конкурссене те хаваспах хутшăнать. Шкулти, районти мероприятисенче ăна час-часах ертÿçĕ пулма шанаççĕ. Маттур пике иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Анапăри «Смена» лагерьте каннă вăхăтра та пуçарулăхĕпе палăрма ĕлкĕрнĕ. Унта вăл «Марс çинчи универсаллă фильтр» проект ĕçне хутшăннă, хĕрлĕ планета çинче чĕрчунсемпе ÿсентăрансем пурăнччăр тесен мĕн тумаллине шухăшласа кăларнă. Çак проект пĕрремĕш вырăн йышăннă.

— Ĕçе тин кăна пуçăнсан кăсăклах марччĕ, çĕнĕрен те çĕнĕрен шухăшсем çуралсан вара интереслĕ пулсах кайрĕ, — аса илет Рада.

Тĕрĕсех çав, вырăнта тăмасан, пуçа усмасан кăна ĕç малалла каять, унăн тухăçĕ чуна савăнтарать. Çакă тата пысăкрах çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Çăмăл пулать тесе никам та шантараймасть, паллах. Анчах та хамăр вăя ĕненсен, ĕç тухăçлăхне куç умне кăларма пултарсан ăнăçу та пирĕн енче пулатех. Эппин, ачасем, Радăран тĕслĕх илĕр те конкурссемпе ăмăртусенче палăрма васкăр.

Лада МАРКИЗОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.