«Эпĕ кĕвĕç чунлă мар»

13 Юпа, 2016

Ача кĕтекен Людмила Самделовăна тухтăрсем: «Сирĕн ывăл пулать», — тесен упăшки епле ан савăнтăр? Пĕр хĕр çитĕнет, арçын ача çуралсан епле аван вĕт. Анчах çĕр çине хĕрача килнĕ. Кăрлач уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Иисус Христоса тĕне кĕртнĕ кун, çемьере Мария çуралнă. Ачаранпах вăр-вар пулнă вăл. Пĕчĕкскер пур çĕре те сăмсине чикме юратнă: чуста çăрнă, картишри кашни чăх-чĕпе тытса пăхнă, пахчара тăрмашнă… Вăрмана кайнă чухне амăшĕ 4-ри аппăшне алăра йăтнă, 2-ри Маша хыççăн чупнă. «Ывăнмарăн-и, хĕрĕм?» — тесе ыйтсан: «Пĕртте», — хуравланă вăл. Хушамачĕ те хăйĕн пиркиех тейĕн. Вăл мăн аслашшĕ пекех пур ĕçе те хăех пурнăçлама тăрăшать. Çынна мар, хăйне шанма хăнăхнă пике. Лара-тăра пĕлменскер ăçта кăна çитмест-ши? Концерта е театра каятăн-и, пĕр-пĕр мероприятие çул тытатăн-и — ăна куратăн. Чăваш наци радиовне ярсан та унăн сассине илтетĕн. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра пĕр мероприяти те унсăр иртмест. Марийăн хисеп тата тав хучĕсен шучĕ 500-тен те иртнĕ. «Шучĕ мар, тĕрлĕ конкурса, мероприятие хутшăнса хамшăн çĕнĕлĕхсем уçни, тус-тантăш тупни чи пахи», — терĕ Чăваш наци радиовĕнче «Ирхи кăмăл» кăларăма ертсе пыракан Мария Самделова. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.