Комментари хушас

13 Юпа, 2016

Чаплă çулсем кăна пулĕç!

Тăваттăмĕш класри Коля Григорьев тăрăшулăхĕпе палăрать. Вĕренÿре «5» паллăпа çеç ĕлкĕрсе пыраканскер пур урока та кăмăлтан çÿрет.

— Кашни дисциплина интереслĕ. Пĕринче ÿсен-тăранпа чĕрчун тĕнчине, тепринче мăн асаттесемпе асаннесен пурнăçне тишкеретпĕр. Виççĕмĕш урокра вара сывлăха тĕрлĕ хăнăхтарупа çирĕплететпĕр. Манăн юратнă предмет вăл технологи. Унта тĕрлĕ япала ăсталама вĕренетпĕр. Пластилинпа, хытă хутпа усă куратпăр. Эпĕ ытларах машинăсем хатĕрлеме кăмăллатăп. Килте чылай вĕсем манăн, — паллаштарчĕ хăйĕнпе шкул маттурĕ.

Арçын ача алă ĕçне кăна мар, ÿкерме те ăста. Ÿнер урокне кăмăлтан çÿрени çакна çирĕплетет. Кунта та вăл машинăсене сăнлать. Ара, çитĕнсен Коля хăй те чаплă машинăпа çÿреме ĕмĕтленет-çке! Ку шухăшĕ ăна пĕрре те канăç памасть — хăйне тăтăшах руль умĕнче курать вăл. Машинăпа ярăнма вара тикĕс çул кирлĕ. Çавна май Коля пулас профессине те суйласа хунă.

— Манăн атте — строитель. Вăл çÿллĕ çуртсем хăпартать, кĕперсем хывать… Манăн вара республикăри строитель компанийĕсен начальникĕ пулас килет! Чăваш Енре тикĕс те чаплă çулсем кăна пулĕç! — хăпартланса калаçать арçын ача.

Çывăх çыннинчен тĕслĕх илекенскер ун пекех ĕçчен пулма хăнăхать. Тĕрлĕ конкурссенче, предмет олимпиадисенче, интерактивлă вăйăсенче тăтăшах палăрать Коля. Малти вырăнсене йышăнса ашшĕпе амăшне, вĕрентекенсене савăнтарать. «Çутă ĕмĕте пурнăçа кĕртес тесен хастар та çаврăнăçуллă пулмалла», — тет вĕренÿ отличникĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.