Хыпар

17 Ака, 2019

Элĕк районĕнчи земство тухтăрĕсем кăтартуллă ĕçлеççĕ

Чăваш Республикинче «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсемпе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Ял-салара вăй хуракансене патшалăх уйрăммăн пулăшма пуçланăранпа 426 сывлăх сыхлавçипе килĕшÿ тунă. Элĕк район тĕп больницине, тĕслĕхрен, «Земство тухтăрĕ» программăпа 13 врач ĕçе вырнаçнă. Валерий Егоров тĕп врач патшалăх тĕревĕ кадр çивĕчлĕхĕнчен хăтăлма пулăшнине палăртать.

17 Ака, 2019

ЧР Пуçлăхĕ ЧПУ студенчĕсемпе тĕл пулчĕ

Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемпе тĕл пулчĕ.

Çамрăксем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Тĕслĕхрен, филологипе журналистика факультетĕнче вĕренекен Анастасия Миловидова "Çĕнтерÿ волонтерĕсем" юхăм пирки чарăнса тăчĕ.

Студентсем те ыйтусем пачĕç. Нумайăшне проектсене пурнăçа кĕртме грантсем парасси, çамрăксене пулăшасси кăсăклантарчĕ. Михаил Васильевич çамрăксене малашне те çитĕнÿсĕмшĕн хавхалантарассине пĕлтерчĕ.

17 Ака, 2019

Кăçалхи Пӗтӗм чӑваш диктанчĕн текстне суйласа илнĕ

«Пӗтӗм чӑваш диктанчĕ-2019» акци вăхăтĕнче Тани Юн пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ текста çыртарĕç. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, текст авторĕ - Владислав Николаев журналист тата çыравçă. 

Pages