Хыпар

16 Ака, 2019

«Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕ Шупашкарти ача садĕнче пулчĕ

Паян «Хыпар» Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен корреспонденчĕсем Валентина Селенинăпа Лариса Петрова Шупашкарти 30-мĕш ача садĕнче пулчĕç.

— Шăпăрлансем пире хаваслă кĕтсе илчĕç. Хĕрачасем маскак тăхăннă. Паянхи куна вĕсем чăн-чăн уява çавăрнă. Сĕтеле хăйсем çырăнса илекен пирĕн кăларăмпа — «Тетте» журналăн тĕрлĕ номерĕпе — пуянлатнă, — терĕ Валентина Селенина.

15 Ака, 2019

«Вăрмансене пушартан сыхла!» уйăхлăх иртĕ

Çурхи вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕллевпе республикăри муниципалитетсемпе хуласенче «Вăрмансене пушартан сыхла!» уйăхлăх иртĕ. Вăл ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 22-мĕшĕччен тăсăлĕ.

15 Ака, 2019

Шупашкарта 23-мĕш балет фестивалĕн гала-концерчĕ иртрĕ

Йăлана кĕнĕ балет фестивальне хальхинче те чикĕ леш енчен, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ ташă ăсти чылай пулчĕ.

Pages