Хыпар

11 Ака, 2019

Чăваш Ен цифра çине куçма хатĕр-и?

Паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерацин «Раççей телекурав тата радиохыпарлав сечĕсем» предприятин республикăри филиалĕн тата «Чăваш Ен» ПТРК ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.

11 Ака, 2019

Тантăш № 14 (4632) 11.04.2019

* Анатри чăвашсем — анатрилле, турисем турилле тăхăнса килнĕ уява. Чăваш йăли-йĕркине пĕлеççĕ-ха ачасем. Чăвашла калаçсан, тăван чĕлхепе юрласан, сăвă каласан пирĕн халăхăн пуласлăхĕ пурах тесе ĕненетпĕр.

11 Ака, 2019

"Хыпар" издательство çуртĕнче ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ иртĕ

"Хыпар" издательство çуртĕнче ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ иртĕ. Паян çак ыйтупа наци медиахолдингĕнче пуху иртрĕ.

Издательство çурчĕн ĕç сыхлавĕн инспекторĕ Галина Хрисанова уйăхлăх вăхăтĕнче ĕç пÿлĕмĕсене тĕрĕслессине пĕлтерчĕ. Унсăр пуçне чи илемлĕ пÿлĕмсене палăртмалли конкурс тата ытти ăмăрту иртĕ. Пухура çавăн пекех пирвайхи медицина пулăшăвĕ кÿме вĕрентмешкĕн волонтерсене, хăрушсăрлăхпа çыхăннă ытти ыйтăва ăнлантарма специалистсене чĕнсе илме йышăнчĕç. 

Pages