Комментари хушас

Йăлана кĕнĕ балет фестивальне хальхинче те чикĕ леш енчен, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ ташă ăсти чылай пулчĕ. Гала-концерта та, вăл ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче иртрĕ, ютран килсе çитнĕ хăнасем хутшăнчĕç. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитсе курчĕ.

Аса илтерер: Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 1997 çултанпа иртекен Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ — Чăваш Ен культура пурнăçĕнчи паллă тата асра юлакан пулăмсенчен пĕри. Театр çулталăкĕнче унăн пĕлтерĕшĕ тата та пысăкрах. Кăçалхи фестивальте те балет искусствин тĕрлĕ енĕпе паллашма май килчĕ, çав вăхăтрах вăл вырăс классика балечĕн тĕп тĕллевĕсене сыхласа хăварасси тĕп тĕллев пулнине те палăртса тăчĕ.

23-мĕш балет фестивалĕн гала-концертне В.Вайноненăн хореографийĕпе лартнă «Париж çулăмĕ» спектаклĕнчи сцена уçрĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Фарух Садыркулов /Кăркăсстан наци академи оперăпа балет театрĕ/ тата Ульяна Альпидовская /Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ/ уçрĕ. Тутар патшалăх академи оперăпа балет театрĕнче юратса пăхакан «Шурале» балетăн пĕр сыпăкĕпе унта ĕçлекен Бразили ташă ăстисем Аманда Гомес тата Вагнер Карвальо паллаштарчĕç.

Мускаври «Кремель балечĕ» театрăн солисчĕсем Егор Мотузов тата Екатерина Первушина «Фигаро» балетри адажиăна ташларĕç. Берлин патшалăх балетĕнчен Шупашкара Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕсем Ксения Овсяник тата Денис Виера килнĕ. Вĕсем «Дон Кихот» балетри сценăна ташларĕç.

Хамăрăннисем те нихăш енĕпе те япăх мар. Акă Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Алексей Рюмин ирĕклĕ майпа «Буржуана» ташланă чухне залра ларакансем нихçанхинчен вăйлăн алă çупрĕç, «Маттур!» тесе кăшкăрчĕç. Солистсен ушкăнĕ «Бон Бонс» вальса /Д.Салимбаев хореогафийĕ/ тата Татьяна Альпидовскаяпа Дмитрий Поляков «Сарпике» балетри адажиăна ташланă хыççăн та чылайччен алă çупрĕç.

Балет фестивалĕ хыçа юлчĕ. Вăл çурхи пĕрремĕш хĕвел пайăрки пекех пирĕн чунсене ăшăтрĕ, ырăлăх, канлĕх парнелерĕ.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор тата сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: