Хыпар

21 Кăрлач, 2016

2016, кăрлач /январь/ уйăхĕн 21-мĕшĕ: "Хыпар" хаçат тухма тытăннăранпа 110 çул!

Чăваш халăхĕн пĕрремĕш хаçачĕн - "Хыпарăн" - кун-çулĕ çăмăл пулман. Пăлхавăрлă вăхăтсенче ăна кăларма та чарнă, хаçат ятне те темиçе хутчен улăштарнă. Самана улшăнса тăнă пулин те тăван халăх "Хыпартан" писмен, ăна çырăнса илсе тавракурăмне анлăлатнă, çĕршыв, тĕнче культурипе пĕтĕçнĕ.

Ахальтен мар ĕнтĕ хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ Н.В.Никольский "Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ" тесе тăван халăха çутта кăларма, культурине ÿстерме, ăс-хакăл пуянлăхне нумайлатма капашлă вăй хунă.

31 Утă, 2015

Лява Платунĕн инкеклĕ шăпи

Вулакана каласа парас текен çын Вăрнар районĕнчи Хăмăш ялĕнче 1892 çулта çуралнă. Унăн несĕлĕ - тĕне кĕмен чăваш Савар - хăйĕн çуртне кунта 300 çул каялла туса лартнă. Ачисем, мăнукĕсем унтах çуралса ÿснĕ.

19 Раштав, 2014

“Хаçат вуламасан тĕлĕк те курăнмасть”

"Хыпар" Издательство çурчĕн кунĕсене районсенче ирттересси йăлана кĕчĕ. Чăваш хаçачĕсене кун çути кăтартакансем тин çеç Муркаш салинче пулчĕç, халăхпа курнăçса куллен тухса тăракан кăларăмсем çинчен тепĕр хутчен аса илтерчĕç.

2 Çĕртме, 2014

"Кĕнеке вуласа чунпа пуянланăр"

Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун "Хыпар" Издательство çурчĕшĕн хăйне евĕр уяв пулса тăчĕ. Пурнăçа илем кÿрекенсен праçникĕ умĕн хамăрăн ĕçтешсемпе акци пуçартăмăр - шкул ÿсĕмĕнчисене вулама юрăхлă кĕнекесем пухма тытăнтăмăр. Икĕ эрне тăршшĕнче "чун апачĕн" пысăк тĕркисем куллен йышланса пычĕç.

Pages