экологи

23 Пуш, 2020

Çуркуннехи пĕрремĕш субботник иртнĕ

Юр ирĕлме тытăнчĕ те шурă "кавир" айĕнче пытанса пурăннă çӳп-çап уççăнах палăрма пуçларĕ. Пĕрре те илемлĕ кăтартмасть вăл тавралăха. Çавăнпа Шупашкарта малтанхи субботник иртрĕ те ĕнтĕ.

Территорие çӳп-çапран тасатма 6 пине яхăн çын тухнă: ача сачĕсемпе шкулсенче, культура тата физкультурăпа спорт учрежденийĕсенче, районсенчи пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхсен управляющи компанийĕсенче ĕçлекенсем.

22 Пуш, 2020

Чӑваш Ен чи таса регионсен шутне кӗнӗ

"Симӗс патруль" Пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗ 2019-2020 ҫулсенчи хӗллехи экологи рейтингне хатӗрленӗ.

Чи таса регион шутне Тамбов, Белгород облаҫӗсем тата Алтай республики кӗнӗ. Чи "таса мар" регион - Иркутск облаҫӗ. Чӑваш Ен вара тасалӑхӗпе - 11-мӗш вырӑнта. Пӗлтӗр 14-мӗшӗнче ҫеҫ пулнӑ. Ҫапах та Атӑлҫи федераци округӗнче тасалӑхпа пирӗн республикӑна ҫитекен ҫук. Экологи енчен чи япӑх регион - каллех Чулхула. Пӗтӗмӗшле рейтингра вӑл 77-мӗш вырӑнтан 69-мӗшне хӑпарнӑ.

12 Авăн, 2019

Наци проекчĕсем: «Çамрăксен хаçачĕ» 36 (6282) № 12.09.2019

Раççейре «Экологи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 11 федераци проекчĕ пурнăçланать. Çак йышран 8-шне Чăваш Ен хутшăнать. Кăçал ку наци проектне пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 49,6 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă, республика бюджетĕнчен — 52 млн тенкĕ. «Экологи» проекта пурнăçа кĕртнĕ май Чăваш Енре хытă каяшсен 17 купине, вĕсенчен 11-шĕ хуласенче вырнаçнă, пĕтересшĕн. 7 районта çÿп-çап йышăнакан станци хута ярасшăн.

23 Ака, 2019

Наци проекчĕсенчи тÿрлетÿсене тишкерчĕç

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕ тата проект ĕç-хĕлĕ енĕпе ĕçлекен канашăн паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче регионăн наци проекчĕсене пурнăçламалли проекчĕсен тÿрлетÿсем кĕртнĕ паспорчĕсене тишкерсе ырларĕç.

Pages