Паян пĕтĕм Раççейри пекех пирĕн республикăра та Атăл кунĕ иртрĕ. Атăл çуралнă куна Шупашкарта 200 ытла çын хутшăнчĕ. Европăри чи вăрăм юханшыва, унăн тăршшĕ 3538 км, тасатмалли акцие ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви йĕркеленĕ. Мероприятие Александр Коршунов министр та хутшăнчĕ.
Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре "Экологи хăрушсăрлăхĕнчен хÿтĕленмелли кунсем" акци пуçланĕ. Çĕршывĕпех çулсерен иртекен мероприятие пирĕн патра та хутшăнассине паянхи Правительство ларăвĕнче сÿтсе явнă.
Пĕтĕм Раççейри «Симĕс патруль» общество организацийĕ 2015 çул кăтартăвĕсене тишкерсе хатĕрленĕ РФ субъекчĕсен рейтингне пичетленĕ. Чăваш Республики ку рейтингра саккăрмĕш вырăн йышăннă тата «Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен экологи рейтингĕн» ТОП10 списокне кĕнĕ.
Ирĕклĕ рейтинга 2007 çултанпа - кашни кварталта, 2008 çултанпа çулталăкра 4 хут хатĕрлеççĕ.