Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ене тирпейлеме тытăнĕç

3 Ака, 2017

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре "Экологи хăрушсăрлăхĕнчен хÿтĕленмелли кунсем" акци пуçланĕ. Çĕршывĕпех çулсерен иртекен мероприятие пирĕн патра та хутшăнассине паянхи Правительство ларăвĕнче сÿтсе явнă.

Акци ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланса çĕртмен 5-мĕшĕччен тăсăлĕ. Республикăн çут çанталăк тата экологи министрĕ Александр Коршунов пĕлтернĕ тăрах, унта мĕнпур муниципалитет хутшăнĕ. Çав вăхăтра йывăç-тĕм лартĕç, тавралăха тирпейленĕ май çăлкуçсене тасатĕç, урамсене хăтлăх кĕртĕç. Республика ертÿçи Михаил Игнатьев 2010 çулхи вăрман пушарĕсенче шар курнă вырăнсене йывăç лартмаллине те каланă.

Аса илтерер: Раççейри экологи рейтингĕнче Чăваш Ен чи лайăх регионсен хушшинче тăваттăмĕш йĕркене йышăннăччĕ.

www.hypar.ru

 

Комментари хушас