Тавралăха тирпей-илем кÿме çамрăксем те хутшăнаççĕ
Çуркунне çитнĕ май экологи акцийĕсем ирттересси малалла пырать. Ку ĕçе çамрăксем те хастар хутшăнаççĕ.
Нумаях пулмасть И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студенчĕсем çуркуннехи санитарипе экологи уйăхлăхне хутшăннине "Хыпар" издательство çурчĕн "Çамрăксен хаçачĕ" пĕлтернĕччĕ-ха.