Наци проекчĕсем: «Çамрăксен хаçачĕ» 36 (6282) № 12.09.2019
Раççейре «Экологи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 11 федераци проекчĕ пурнăçланать. Çак йышран 8-шне Чăваш Ен хутшăнать. Кăçал ку наци проектне пурнăçлама федераци бюджетĕнчен 49,6 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă, республика бюджетĕнчен — 52 млн тенкĕ. «Экологи» проекта пурнăçа кĕртнĕ май Чăваш Енре хытă каяшсен 17 купине, вĕсенчен 11-шĕ хуласенче вырнаçнă, пĕтересшĕн. 7 районта çÿп-çап йышăнакан станци хута ярасшăн.






Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Андриян Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕнче «ЭКА» экологи юхăмĕн Чăваш Енри уйрăмĕ Шупашкарта пурăнакансем валли «Хĕллехи Экокартиш» уяв йĕркеленĕ. Сăмах май, «Экокартиш» — пĕтĕм Раççейре пурнăçланакан проект. Çÿп-çапа уйрăммăн пухма вĕрентес тĕллев ун шăнăрĕнче.






