Комментари хушас

Паян çĕршывра Экологсен кунне паллă тăваççĕ.

Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕнче пурăнакансем паллă уява халалласа субботник йĕркеленĕ. Ырă пуçарăва волонтерсене те явăçтарнă. Вĕсем аслă çул хĕррипе çÿп-çап пуçтарнă. Пластик кĕленче, стакан… — мĕн кăна пăрахса хăварман-ши çул çÿревçĕсем? Çĕрĕшмен ăптăр-каптăр уй-хире, вăрмана варалать. 1,5 сехетре экологи десанчĕ 20 михĕ çÿп-çап пуçтарнă. Ырă пуçарăва ял клубĕн заведующийĕ Елена Иванова ертсе пынă.

www.hypar.ru

Лариса ПЕТРОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ. 

Исключить из Яндекс-Новостей: