Комментари хушас

15 Чÿк, 2018

Экоакцие хутшăнма сĕнеççĕ

Чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери япалана иккĕмĕш пурнăç парнелемелли кун. Çак кун тĕлне Раççейри симĕс шкулсен ассоциацийĕ çĕршывра «Recycle It» хут-хăмăр пухас енĕпе акци йĕркеленĕ. Вĕсем студентсене чÿкĕн 12-18-мĕшĕсенче хăйсем вĕренекен пĕлÿ çурчĕсенче хут пуçтарас ĕçе йĕркелеме сĕнеççĕ.

Мероприятие хутшăнас тесен çамрăксен ушкăнĕсен Раççейри симĕс шкулсен ассоциацийĕн сайтĕнче регистрациленмелле, хăйсем вĕренекен учрежденире хут-хăмăр пухмалли мобильлĕ пунктсем йĕркелемелле, пухнă япаласене тепĕр хут усă курма ямалла, пурнăçланă ĕçсем пирки соцсетьре #recycleit2018 хэштегпа хыпар лартмалла.

Хут-хăмăр пухас тĕлĕшпе тахçанах ĕçлекен аслă шкулсене акци йĕркелекенсем «Экодвор» уяв ирттерме сĕнеççĕ. Хут, кантăк, металл, пластик çÿп-çапа уйрăммăн пуçтармалли мероприяти пулĕ вăл. Акцие хастар хутшăнакансене Раççей шайĕнчи дипломпа хавхалантарĕç. Макулатура пухса мала тухнă виçĕ команда вара экопарнене тивĕçĕ.

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА. Cap.ru сăн укерчĕкĕ.