2017 çула лайăх вĕçленĕ

19 Кăрлач, 2018

«Хыпар» ыйтăвĕсене пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Раççей Экологийĕ» проекчĕн республикăри ертÿçи, Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, «НПО «Экология» директорĕ Сергей Николаевич Лебедев хуравлать.

— 2017 çул — Раççейри Экологи çулталăкĕ — хыçала юлчĕ. Çут çанталăка хÿтĕлессишĕн мĕнле ырă ĕçсем тума май килчĕ?

— «Раççей Экологийĕ» проекта Чăваш Енре 2016 çулхи ака уйăхĕнче пурнăçлама тытăнтăмăр. Юпа уйăхĕнче унăн ĕç ушкăнне йĕркелерĕмĕр, унта республикăн патшалăх органĕсен тата общество организацийĕсен представителĕсене кĕртрĕмĕр. 2016 çул вĕçĕнче Экологи çулталăкĕнче пурнăçа кĕртме асăннă проектăн регионти пайне хатĕрлерĕмĕр. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи тата Вĕрентÿ министерствисемпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, Шкул тулашĕнчи ĕçсен «Эткер» центрĕпе, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе, «Управление отходами» тата «НПО «Экология» предприятисемпе, «ЭКА», «Зеленый город» общество организацийĕсемпе пĕрле пĕлтĕр экологи мероприятийĕ /наука-практика конференцийĕ, экологи куравĕ, «çавра сĕтел», квест, конкурс, форум, тĕрлĕ акци/ нумай ирттертĕмĕр. Уйрăммăн илсен Шупашкарта пурăнакансенчен усă курнă батарейка, энерги перекетлекен лампочка, йăлари техника пухассипе пилĕк акци йĕркелерĕмĕр. Вĕсене халăх хушшинче сарассишĕн çÿлте палăртнă организацисемсĕр пуçне Шупашкар хула администрацийĕ, «ProГород» хаçат, Перекет банкĕ пулăшнине палăртас килет. Йăлари хытă каяша уйăрса пухас ĕçе йĕркелес тĕллевпе тĕп хулара утă уйăхĕнче «Экодвор» уяв турăмăр. «Шупашкарти библиотекăсен пĕрлешĕвĕ» культура учрежденийĕ тата «Фьючер» общество акци партнерĕсем пулчĕç. Юрăхсăра тухнă батарейкăсене утилизацилеме республикăри кашни вĕренÿ заведенийĕнче тенĕ пекех пуçтарнă.

— Пурăнакан вырăна таса тытас, хытă каяша уйăрса контейнера тултарас тĕлĕшпе çынсемпе ăнлантару ĕçне ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

— Çапла. «НПО «Экология» общество ертÿçи умĕнчи тивĕçсене пурнăçланă май унта 10 çул ытла хутшăнатăп. Унăн усси — куç умĕнчех. Хула çыннисенчен шкул ачисем, студентсем /чи маттуррисем — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ çамрăкĕсем/ хастаррине палăртас килет. Иртнĕ çул 3 пин тонна майлă батарейка, 1700 ытла лампа пухнă. Чăн та, республикăра вĕсене утилизацилеме хумалли вырăнсемпе тивĕçтерес ыйтăва татса паман-ха. Кÿршĕ регионсенче управляющи компанисем пухаççĕ. Пирĕн патра та çак йĕркене ĕçе кĕртмелле. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.