Тавралăха тирпей-илем кÿме çамрăксем те хутшăнаççĕ

29 Ака, 2018

Çуркунне çитнĕ май экологи акцийĕсем ирттересси малалла пырать. Ку ĕçе çамрăксем те хастар хутшăнаççĕ. 

Нумаях пулмасть И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студенчĕсем çуркуннехи санитарипе экологи уйăхлăхне хутшăннине "Хыпар" издательство çурчĕн "Çамрăксен хаçачĕ" пĕлтернĕччĕ-ха.

Ÿркенмен студентсем йĕрке хуралçисене халалланă Шупашкарти сквера тирпейленĕ. Физикăпа математика факультетĕнче вĕренекенсем картише çÿп-çапран, ÿкнĕ йывăç турачĕсенчен тасатнă. Экологи акцине хутшăннă историпе филологи тата управлени факультечĕсен студенчĕсем Наци библиотекин таврашне тирпей-илем кÿнĕ. 

Теги: 

Комментари хушас