Комментари хушас

26 Çу, 2017

Лакрей вăрманне шыв çĕмĕрет

Хамăр пурăнакан ял е хула хăтлăхĕпе илемĕшĕн тăрăшакансем кашни муниципалитетрах йышлă. Вĕсенчен пĕри — Шупашкарта пурăнакан Василий Шоркин.

«Хыпар» Издательство çуртне килчĕ те мĕнле ыйтупа çÿрени çинчен каласа пачĕ:

— Тĕп хулари Гладков урамĕнче пурăнатăп. Пушă вăхăтра Лакрей вăрманĕнче уçăлса çÿретĕп. Трусиха юхан шывĕпе юпленнĕ çырмана канализаци пăрăхĕнчен шавласа тухакан хура шыв çурнине пĕлтĕрех асăрханăччĕ. Кăçал вăл юманлăха çĕр метра яхăн «касса» кĕчĕ. Шĕкĕр хуламăрăн «Лакрей вăрманĕ» паркĕн территорийĕнчи вун- вун кубла метр тăпрана Атăла юх-тарнине текех пăхса тăрас килмерĕ, çырана ишме парас мар тесе хула администрацине кайрăм. Пуçлăхĕ патне кĕме çырăнмалла, унпа тĕл пулма палăртнă кун пымалла терĕç. Черетре тăрас килмерĕ — пулăшу ыйтма «Хыпар» редакцине чупсах килтĕм. Тархасшăн, хула çыннисен юратнă паркне шыв çĕмĕрни çинчен хаçатра çырса пĕлтерĕр. Материал кун çути курнă хыççăн вырăнти влаç парк çĕрне хÿтĕлес тĕллевпе тивĕçлĕ ĕç пурнăçламашкăн укçа уйăрма йышăнĕ.

Хаçат вулакан тĕрĕсех калать- ши? Парка çурмалла çуракан çырмана кăтартма ыйтрăмăр. Пĕрле унта кайрăмăр. Пирĕн ума Трусиха юхан шывĕ енчен парк администрацийĕ еннелле çурса хăпаракан çырма тухса тăчĕ. Тарăнăшĕпе сарлакăшĕ 10 метр. Пуçĕнчен канализаци пăрăхĕ тухать, хура шыва юхтарса çырма тăвать. Çурхи-кĕрхи шыв темиçе çул самаях сăтăрлать кунта. Парка е тимĕр-бетон конструкцийĕпе хÿтĕлемелле, е канализаци пăрăхне Трусиха патне çитичченех тăсса çырмана тăпра тултармалла.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.