Кун хыççăн кун

Çĕнтерÿ кунĕ Чăваш Енре спорт мероприятийĕпе пуян пулнă, кашни район-хулара вун-вун ăмăрту иртнĕ.

Чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри вăл - «Çĕнтерÿ эстафети» çăмăл атлетика чупăвĕ. Унта республикăри кĕрешÿ ÿнерĕн çамрăк спортсменĕсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, тренерсемпе вĕрентекенсем хутшăннă. Вĕсем Мухтав монументĕнчен пуçласа Хĕрлĕ тÿреме çити чупнă, унта кĕрешÿçĕсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарнă.

Студентсен «Ас тăвăм» шырав отрячĕ кашни çулах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсенче хаяр тăшманпа çапăçса пуç хунă паттăрсен вил тăприсене шыраса тупма вăрçă шавĕ кĕрленĕ вырăнсене тухса каять.

Кăçал паллă поэт, прозаик, публицист Семен Васильевич Элкер çуралнăранпа 120 çул çитет. Йĕпреçри тĕп библиотекăра "Йĕпреç çĕрĕн маттур ывăлĕ" поэзи кунĕ иртнĕ. Вулавăш ĕçченĕсем яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли "Çемен Элкер - çамрăк ăру куçĕпе" литература каçĕ йĕркеленĕ.

Pages

Subscribe to Кун хыççăн кун