Кун хыççăн кун

17 Çу, 2019

Ырă ĕç никамшăн та ют ан пултăр

Паян Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăxĕ çумĕнчи Ырă тăвакансен (волонтерсен) ĕçне аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвĕ иртрĕ.

17 Çу, 2019

Волонтерсем яла çитеççĕ

Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче #Добровсело акци иртет. Пĕтĕм Раççейре вăй илнĕскерпе килĕшÿллĕн волонтер медиксемпе тухтăрсенчен тăракан десант Елчĕк районĕнчи Курнавăшри ФАПа çитĕ.

13 Çу, 2019

Ачана çăлайман

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен эрне каяллахи планеркăра та ача вилĕмĕпе çыхăннă инкек пирки калаçу пулнăччĕ, шел, ку хутĕнче те хурлăхлă хыпар пулчĕ — Елчĕк районĕнче пĕчĕк ача, 2013 çулта çуралнăскер, вилнĕ.

Pages