«Хыпар» 51 (27484) № 14.05.2019
* Шупашкарта пурăнакан Васильевсен çемйи вара ветерансене хăйсен аллипе ăсталанă значоксем парнелерĕ. 10-ри Юльăпа 8 çулти Саша вĕсен вăрçă çулĕ пирки те ыйтса пĕлчĕç. «Мăшăрăмпа 2-ри ывăлăмăр та кунтах. Эпир ку парка кашни Çĕнтерÿ кунĕнчех килетпĕр. Ачасем пĕлтĕр ветерансене чечек парнелерĕç. Кăçал вара хăйсен аллипе значок ăсталарĕç, ăна Георгий хăйăвĕпе илемлетрĕç. Ачасем хамăрăн историе пĕлччĕр, Çĕнтерĕве çывхартнă çынсен паттăрлăхне асра тытчăр. Пирĕн мăн асаттепе мăн кукаçи те вăрçăра çапăçнă, шел, анне енчи тăванăмăр каялла таврăнайман, Ленинград çывăхĕнчи çапăçура пуç хунă»», — каласа кăтартрĕ Татьяна Васильева («Анне кĕлли пулăшрĕ пуль». Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА)
* Пире инвестици сывлăш пек кирлĕ
* …Эпир унта çитнĕ чух та пакунлă çынсем руль умĕнчи çынпа тавлашатчĕç-ха. Лешĕн «çирĕп» аргумент пур: 73 пин тенкĕпе танлашакан парăм унăн мар, унчченхи арăмĕн иккен — парăм пирки хĕрарăма калама шантарать, вăл тÿлевпе татăлĕ тет. Анчах машина хут тăрăх çак арçыннăн мар, текех унăн арăмĕ шутланман хĕрарăмăн. Ку вара хăйĕннех перет: машина — манăн, хамăн укçапа туяннă, чăн та, докуменчĕсене арăм ячĕпе хатĕрленĕ. Приставсемшĕн вара транспорт хатĕрĕ шăпах хут çинче парăмлă çыннăн пулни пĕлтерĕшлĕ (Пасар таварпа кăна мар, парăмсемпе те пуян)