Комментари хушас

Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Елчĕк районĕнче #Добровсело акци иртет. Пĕтĕм Раççейре вăй илнĕскерпе килĕшÿллĕн волонтер медиксемпе тухтăрсенчен тăракан десант Елчĕк районĕнчи Курнавăшри ФАПа çитĕ.

Фельдшерпа акушер пункчĕ район больницинчен 18 çухрăмра вырнаçнă. Унта Курнавăшра пурăнакан 600 яхăн çын медицина пулăшăвĕ илет. РФ Сывлăх сыхлав министерствин проекчĕпе килĕшÿллĕн, тухтăрсемпе волонтерсем инçетри ялсене çитеççĕ, пулăшу параççĕ. Унсăр пуçне волонтерсем ФАП çумĕнчи территорие хăтлăлатаççĕ.

Пĕлтĕр ыркăмăллăхçăсем республикăри 10 ФАПра пулнă. Вĕсем пациентсен кĕлетке йывăрăшне, çÿллĕшне, юн пусăмне виçнĕ. Волонтерсем чи анлă сарăлнă чирсем пирки каласа кăтартнă, пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентнĕ.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: