Кун хыççăн кун

Иртнĕ эрне кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ЧР Суту-илÿпе промышленноç палатине туса хунăранпа 20 çул çитнине халалланă конференцие хутшăннă.

"Раççей - спорт çĕр-шывĕ" пĕтĕм тĕнчери форум умĕн Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри "Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр" физкультурăпа спорт комплексĕн интернет порталĕ ĕçлеме пуçланă.

Çак кунсенче çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ял спортсменĕсен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕсем иртнĕ. Чупакан атлетсемпе хăвăрт утакансем тата кĕрешÿçĕсем Кÿкеç поселокĕнчи стадионта вăй виçнĕ.

Pages

Subscribe to Кун хыççăн кун