Ачана çăлайман

13 Çу, 2019

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен эрне каяллахи планеркăра та ача вилĕмĕпе çыхăннă инкек пирки калаçу пулнăччĕ, шел, ку хутĕнче те хурлăхлă хыпар пулчĕ — Елчĕк районĕнче пĕчĕк ача, 2013 çулта çуралнăскер, вилнĕ.

Аслисем самантлăха кăна куçран вĕçертнĕ — икĕ ача çывăхри пĕве патне çитнĕ. Шывĕ тарăн та мар-мĕн, анчах пĕчĕкскерсене нумай кирлĕ-им? Лачакаллă-юшкăнлă вырăнта путнă ачасенчен пĕрне çăлма май килнĕ, вăл халь Шупашкарти больницăра, теприне вара çăлайман…

Шăрăхра çынсем шыва кĕме пуçласси те паллă, çавна май Михаил Игнатьев тивĕçлĕ службăсен сыхăлăхне ÿстерме хушрĕ. Шанчăксăр вырăнсенче шыва кĕме чаракан паллăсем пулмалла, тепĕр енчен, шыва кĕме иртерех-ха: пăчă пулсан та шыв ăшăнса ĕлкĕреймен — кун пек чух инкек пуласси те часах.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас