Новости по теме

26 Чÿк, 2020

Чӑвашсен авалхи тӗрри кӑсӑклӑрах

Трак тӑрӑхĕнче чӑваш тĕррине тĕрлекенсем йышлӑн. Ҫак кунсенче Красноармейски салинчи тĕп вулавӑшра "Чӑваш тĕрри" курав уҫӑлнӑ. Унта чи пултаруллӑ 8 алĕҫ ӑстин ĕҫĕсене тӑратнӑ. Сӑмах май, вĕсем пурте Евгения Жачевӑн вĕрнекенĕсем.

26 Чÿк, 2020

Дистанци мелĕпе вĕрентнĕ чух пĕр платформăпа усă курасшăн

Чăваш Енри шкулсенче дистанци мелĕпе вĕрентнĕ чухне тĕрлĕ мелпе усă кураççĕ. Уроксене хăш-пĕр педагог социаллă сетьсем пулăшнипе ирттерет, теприсем мессенджерсем е видеоконференцçыхăну валли усă курмалли программăсем урлă йĕркелеççĕ.

Дистанци мелĕпе вĕрентме пĕрлехи платформа çине куçассине республикăн Правительство çуртĕнче сÿтсе явнă. Мускавра тата Мускав облаçĕнче усă куракан программа меллĕ тесе шухăшлаççĕ. Ăна хальлĕхе пилĕк шкула тĕрĕслесе пăхма сĕннĕ.

26 Чÿк, 2020

«Манăн бизнес» онлайн-форум иртĕ

Ыран, чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче, республикăри виçĕ районти усламçăсем валли «Манăн бизнес» онлайн-форум йĕркелĕç.

Чăваш Енĕн Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви, çавăн пекех Республикăн бизнес-инкубаторĕ ирттерекен мероприятие Куславкка, Вăрмар тата Тăвай районĕсенчи предпринимательсене хутшăнма йыхравлаççĕ. 

25 Чÿк, 2020

Йышăнусене улшăнусем кĕртессине ырларĕç

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев паян ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче Правительствăн маларах кăларнă чылай йышăнăвне улшăнусем кĕртессине ырларĕç. Темле пысăк пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхсем тееймĕн. Чăн та, республика бюджечĕн тăкакĕсене пысăклатаканнисем те пур.

25 Чÿк, 2020

Спортсменсене стипенди тÿлессине сÿтсе яврĕç

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев паян ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче спорт министрĕ Василий Петров Чăваш Ен спортсменĕсене — Раççейĕн пĕрлештернĕ командисен членĕсене — ЧР Пуçлăхĕн стипендийĕсене тÿлес ыйтупа сăмах илчĕ. Паянах тивĕçлĕ положение çирĕплетрĕç. 

25 Чÿк, 2020

Патшалăх экспертизи валли субсиди парасшăн

Муниципалитетсене малашне капиталлă строительство объекчĕсен проект документацине хатĕрлеме, çав документсен патшалăх экспертизи валли те республика бюджетĕнчен субсиди пама пултарĕç. Çак йĕркене Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче çирĕплетрĕç — патшалăхăн республикăри ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантармалли программине тивĕçлĕ улшăну кĕртессине ырларĕç.

24 Чÿк, 2020

Тăкаклани мар, усă кÿни пĕлтерĕшлĕ

Наркотиксемпе усă куракансене реабилитацилесси — çак тема Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссин ытларикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ.

23 Чÿк, 2020

Лашасем валли – хушма çурт

Лаша спорчĕн шкулĕнче строительство ĕçĕсем пыраççĕ.

Кунта янаварсен ăмăртăвĕ час-часах иртет. Çавна май спорт мероприятине хутшăнакансем валли çуллахи хушма çурт кирлех. Унта 20 лашана тăратма пулĕ.

Лаша спорчĕн шкулĕнчи строительство ĕçĕсем юпа уйăхĕнчех пуçланнă. Ун валли республика бюджетĕнчен 4 млн та 800 пин тенкĕ уйăрнă.

Pages