Коронавирус хӑрушлӑхӗ чакман-ха
Тӗрӗссипе, лару-тӑру ҫивӗчленсех пырать. Ҫӗнӗ инфекци ернисен шучӗ, шел те, кунсерен ӳсет.
Чире сарӑлма чарас тӗллевпе тӗрлӗ мера йышӑнма тивет. Тӗслӗхрен, ЧР Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн общество апатланӑвӗн объекчӗсен 23 сехет хыҫҫӑн хупӑнмалла. Анчах та ӗнерхи тӗрӗслев йӗркене пӑхӑнманнисем те пуррине тупса палӑртнӑ.