Илемлĕ кĕвĕ, кальянăн пылак шăрши…
Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев кафе-ресторан коронавирусран сыхланас тĕллевпе палăртнă чарусене пăхăнманни, çĕрле 23 сехет хыççăн та ĕçлени çинчен сасă хăпартсах каланăччĕ, тĕрĕслев ĕçне вăйлатма хушнăччĕ те — тĕп хула администрацийĕ вăрах кĕттермерĕ, чиновниксем полиципе пĕрле юнкунах çĕрлехи Шупашкар урамĕсене тухрĕç.
Хула администрацийĕ умĕнче пухăнатпăр тенĕ те — мобильнăй тĕрĕслев ушкăнĕсем ĕçе пуçăнма хатĕр ĕнтĕ. 23 сехет çывхараспа машинăсем вырăнтан хускалчĕç — ултă бригада, хулан кашни районĕнче икшер, ĕçлĕ. «Хыпар» корреспонденчĕ Шупашкарăн çурçĕр-хĕвел анăç районне тĕрĕслекен ушкăнпа пĕрле.
Мускав районĕн администрацийĕн суту-илӳ секторĕн заведующийĕ Артем Лаврентьев маршрутпа паллаштарать. Тĕрĕслемелли списокра — общество апатланăвĕн тăхăр пункчĕ. ЧР Пуçлăхĕн кăçалхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче коронавирус сарăласран сыхланас тĕллевпе кăларнă указĕпе килĕшӳллĕн 23 сехетрен тытăнса ирхи 6 сехетчен вĕсен ĕçлемелле мар – ĕçме-çимене унтан илсе тухмалла сутмашкăн кăна юрать.
Пирвайхи адрес — «Элара» завод çывăхĕнче вырнаçнă «Dizzy» кафе. Алăка питĕрнĕ. Анчах «хăлхана тăратсан» шалтан илемлĕ кĕвĕ илтĕнет. Артем Юрьевич хăна пек пулса кафене шăнкăравларĕ те — алăка уçрĕç. Полици кĕрсе тăни кунта ĕçлекенсемшĕн пысăк кĕтменлĕх пулчĕ ахăр. Сăмсана кальянăн пылак шăрши кăтăклать. Хăнасем те пур.
— Йĕркене пăснин виçĕ тĕслĕхĕ куçкĕрет: кафе 23 сехет хыççăн та ĕçлени, кунта ĕçлекенсем маскăсăр пулни тата хăнасем кальян туртни – çакă та саккуна хирĕçлет, — ăнлантарать Артем Юрьевич.
Кафе ĕçченĕсем чару пулнине пĕлеççĕ — пурпĕр йĕркене пăсаççĕ. Çакă пĕтĕмпех тивĕçлĕ актра сăнланĕ. Документа хатĕрленĕ вăхăтра сĕтел хушшинче ларакан хĕрсенчен пĕри пирĕн пата пырать. Кăштах ĕçсе хăюланнă пулас та — пире хăйсене сăн ӳкернĕшĕн ӳпкелет. Хăйне саккунсене пĕлнĕ пек кăтартать — унран ыйтмасăр ӳкерме юрамасть имĕш...
"People" кафе ĕçлемест. «Малевич» кафене çул тытатпăр. Кунта та хупă. Анчах, паçăрхи пекех, «асамлă» шăнкăрав хыççăн алăк уçăлчĕ. Çамрăк хĕр, кафе администраторĕ, малтанлăха çухалса кайнă пек пулнăскер, хăйне часах алла илчĕ. Кунта та хăнасем пур. Йышлă мар – виçĕ çын кăна. Çак пĕчĕк йыша хăналассишĕн ĕçленин усси пур-и, çакăншăн кăна регион ертӳçин указне пăсма кирлех-и? «Хыпар» корреспонденчĕн ыйтăвне администратор ним пулман пек хуравларĕ: кусем — кафе хăнисем мар, пирĕн туссем — пирĕн пата килнĕскерсем… «Пурте çапла калаççĕ», — тет Артем Лаврентьев — тивĕçлĕ акт çырать.
Çурçĕр иртрĕ – те халăх çывăрма выртса пĕтрĕ, те кафе-хупахсем хулара анлă тĕрĕслев пыни пирки пĕр-пĕрне пĕлтерсе ĕлкĕрчĕç, ытти çĕрте пире текех ăнмарĕ. Тепĕр тесен, пурин пирки те япăх шутлар мар — нумайăшĕ саккуна пăхăнса алăксене питĕрнĕ пуль. «Scotch» кафе управляющийĕ эпир телефонпа çыхăнса хăнана йышăнма ыйтнине хуравланă май çаплах каларĕ: каçарăр та — эпир ĕçлеместпĕр, 23 сехет хыççăн ĕçлеме юрамасть.
«Гамма» кафере те çын çук. Кунта пире кĕтсе илнĕ хĕрарăм кăмăлсăрлăхне пытармарĕ: «çӳретĕр чăрмантарса» тенĕн йышăнчĕ. Вăл йĕркене пăхăнать-мĕн, çавăнпа та ытти кафене кайма сĕнчĕ — вĕсем пĕри те тепри çĕрле те ĕçлеççĕ имĕш.
Пĕтĕмĕшле илсен тĕп хула коронавирус инфекцийĕн хăрушлăхĕ çине алă сулса çĕрле те кĕрлесе шавланă пек туйăм çуралмарĕ. Тен, ку рейд эрне варринче иртнипе сăлтавланчĕ пуль — ирхине халăхăн ĕçе каймалла вĕт. Кану кунĕсенче, тен, ĕç-пуç урăхларах пуль. Апла-и, капла-и – мобильнăй ушкăнсем малалла ĕçлĕç, вĕсен енчен общество апатланăвĕн предприятийĕсем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк пулĕ.
Тĕп хулари çĕрлехи рейд кăтартăвĕ вара çапларах: 85 объекта тĕрĕсленĕ, йĕркене пăсни çинчен калакан 8 тĕслĕхе тăрă шыв çине кăларнă. Çӳлерех асăннисемсĕр пуçне саккунпа урлă пулнисен списокĕнче — «Тăван шаурма», «Колба», «Бутик Холл» кафесем, «Борода», «Депо» хупахсем. Кашнин пирки акт çырнă — суд тивĕçлĕ йышăну тăвĕ.
ЧР Пуçлăхĕн асăннă указне пурнăçламаншăн яваплăх самай çирĕп – пысăк штрафсем палăртнă: граждансем тĕлĕшпе — 1-30 пин, должноçри çынсемшĕн — 10-50 пин, предпринимательсемшĕн — 30-50 пин тенкĕ. Организацисен укçан виçекен яваплăхĕ вара тата пысăкрах — 100 пинрен пуçласа 300 пин тенкĕ таранах.
www.hypar.ru Николай КОНОВАЛОВ сăн ӳкерчĕкĕ.
Комментари хушас