Новости по теме

23 Чÿк, 2020

Аптечкăна хăйсемех хатĕрлĕç

2021 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнчен пуçласа водительсен ятарлă аптечка туянмалла пулмĕ.

Пĕрремĕш пулăшу памалли хатĕрсене Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерствин 1080н-мĕш Хушăвĕнче палăртнипе килĕшӳллĕн автомоболистсем хăйсемех илсе хума пултарĕç. Унчченхи аптечкăсемпе те усă курма юрать, анчах вĕсенчи медицина хатĕрĕсем срокран тухиччен тата 2024 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен çеç.

23 Чÿк, 2020

Йывăç йышĕ нумайланнă

Авăн-чӳк уйăхĕсенче Раççейре «Вăрмана упратпăр» акци иртет.

Çак мероприяти вăхăтĕнче Чăваш Енре пурăнакансем 36 пин те 378 йывăç /хыр, юман, çăка/ лартнă.

Акцие ĕç тăвакан влаç органĕсенче, ял тăрăхĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсенче, вĕренӳ учрежденийĕсенче, лесничествăсенче тăрăшакансем, студентсемпе волонтерсем хутшăннă. Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та Сосновка лесничествинче хыр лартнă.

23 Чÿк, 2020

Çĕнĕ техника — ытларах

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура хăй тĕллĕн çÿрекен техника тĕрĕслевĕн ыйтăвĕпе патшалăхăн ку енĕпе ĕçлекен инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев сăмах илчĕ.

23 Чÿк, 2020

9-11 классем, студентсем дистанци мелĕпе вĕренĕç

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев коронавирус сарăлассипе кĕрешес ĕçе мĕн пур ресурса явăçтарма чĕнсе каланинчен пуçларĕ.

20 Чÿк, 2020

Вăтăрмĕш хут пуçтарчĕ

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 1991 çултанпа иртекен музыка искусствин уявне хальхинче Чăваш автономи облаçне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалланă.

Вăл паян уçăлчĕ. Хальхинче Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ чикĕ леш енчи хăнасемсĕрех иртĕ. Çапла тума коронавирус пандемийĕ чăрмантарчĕ. Апла пулин те Раççейри сумлă театрсенчи чылай солиста хамăрăн сцена çинче курма май килĕ.

20 Чÿк, 2020

Налуксем тӑнӑҫлӑха тӗревлеҫҫӗ

Налуксем тӑнӑҫлӑха тӗревлеҫҫӗ. Ҫакна паян налукҫӑсене професси уявӗ ячӗпе саламланӑ май  пӗрремӗш вице-премьер - финанс министрӗ Михаил Ноздряков та, ыттисем те палӑртрӗҫ.

Пандемипе ҫыхӑннӑ лару-тӑру экономикӑна йывӑрлӑхсем кӳрет пулин те Федерацин налук службин республикӑри управленийӗ налук пухассине, бюджета укҫапа тивӗҫтерессине ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлать, ку вара патшалӑхӑн социаллӑ обязательствисене тӳрре кӑларма май парать.

19 Чÿк, 2020

Хĕрарăмсен пуçарăвĕ пархатарлă та аталануллă

Паян — Хĕрарăм-предпринимательсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Хальхи вăхăтра пикесемпе арăмсем хăйсен ĕçне йĕркелес ыйтура пуçаруллă та маттур. Хастаррисем пирĕн республикăра та чылай. Шăпах вĕсем «Çĕнĕ вăхăтăн ĕçлĕ хĕрарăмĕсем: пуçарулăх тата аталану» ятпа йĕркеленĕ конференцие хутшăнчĕç.

Тĕнче те, пурнăç та улшăнсах пырать. Чылайăшĕ паян никама пăхăнмасăр хăйĕн ĕçне уçма ăнтăлать.

19 Чÿк, 2020

Чăваш патшалăх пукане театрĕ Чăваш тĕррин кунне хатĕрленет

Чăваш патшалăх пукане театрĕ «Театр пуканисемпе тумĕсенчи наци тĕррин элеменчĕсем» экспозици хатĕрлет. Ăна Чăваш тĕррин кунне халалланă.

19 Чÿк, 2020

Чăваш апачĕ конкурса хутшăнать

Чăваш Енре туса кăларакан апат-çимĕç Раççейри конкурса хутшăнать.

Регионсен бренчĕсен «Раççей тути» наци конкурсне çĕршывăн Ял хуçалăх министерстви ирттерет. Конкурса хутшăнакан апат-çимĕçе Раççейĕпех пĕлтерес тĕллевпе йĕркеленĕ ăна.

Эксперт комиссийĕ вĕсене раштав уйăхĕнче суйласа илĕ. Унччен халăх сасăлавĕ иртет. Финалистсене сакăр номинаципе палăртĕç. Пирĕн республикăри предприятисем конкурса шăрттан, Çĕрпÿ пĕремĕкне, чăваш пылне тата качака сĕтне тăратнă.

18 Чÿк, 2020

Ырă ĕç туни каялла таврăнать

ЧР Вĕрентӳ институтĕнче республикăри волонтерсемпе доброволецсен форумĕ уçăлчĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ.

— Ултă çулта питĕ нумай ĕç тунă, чылай проекта пурнăçа кĕртнĕ. Ыр кăмăллăх юхăмĕн хастарĕсен пуçĕнче çĕнĕ шухăшсем çуралаççĕ. Хальхи вăхăтра сирĕн ĕçĕр питĕ пĕлтерĕшлĕ, вăл питĕ кирлĕ. Сирĕн ĕçĕрте — уйрăм çынсен шăпи. Эсир нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр ыттисене пулăшма васкатăр. Ырă чунлă çынсем ытларах пулсан обществăра та килĕшӳ пулать. Пĕрле пур йывăрлăха çĕнтерме пултаратпăр, — терĕ вăл.

Pages