Комментари хушас

23 Чÿк, 2020

9-11 классем, студентсем дистанци мелĕпе вĕренĕç

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев коронавирус сарăлассипе кĕрешес ĕçе мĕн пур ресурса явăçтарма чĕнсе каланинчен пуçларĕ.

Вăл иртнĕ эрнере Чăваш Ен медицина учрежденийĕсенче коронавируспа чирлисене сиплемелли пушă койка-вырăнсем юлманпа пĕрех регионсен шутне лекнине çĕршыв ертÿлĕхĕ те палăртнине аса илтерчĕ. Çавна май ку енĕпе республикăра тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Хушма вырăнсем йĕркеленĕ, сывалса пыракансен пĕр пайне «Чувашиякурорт» санаторие куçарма йышăнни те больницăсенчи палатăсене пушатма май парать. Çапла вара паян Чăваш Енре инфекцирен сиплемелли койкăсен пушă резервĕ самай пысăк — 32% шайĕнче.

Вĕренÿ заведенийĕсенчи лару-тăрупа вĕрентÿ министрĕ Алла Салаева паллаштарчĕ. Коронавируспа чирлĕ шкул ачисен йышĕ пысăк мар — 114 вĕренекен. Ку мĕн пур шкул ачин 0,07% танлашать. Çак йышăн тĕп пайĕ Шупашкарта — 104 ача. Педагогсен хушшинче те чирленисем пур: 207 пин вĕрентекенрен 54-шне коронавирус ернĕ. Çав шутран 17-шĕ Шупашкарта. Инфекцие пула республикăри виçĕ вĕренÿ заведенине вăхăтлăха хупма тивнĕ: Çĕнĕ Шупашкарти 5-мĕш, Вăрнарти 2-мĕш тата Хĕрлĕ Чутай районĕнчи шкулсене. Пĕтĕмпе вара 34 класс дистанци мелĕпе вĕренет.

Çивĕчлĕх пуррине кура шкул ачисен пысăк пайне дистанци мелĕ çине куçарас ыйту тухса тăнă та — ăна сÿтсе яврĕç. Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская иртнĕ эрнере 7-14 çулсенчи ачасем чирлесси 48% хушăннипе сăлтавласа хуласемпе пысăк райцентрсенче 6 класран пуçласа мĕн пур ачана килте вĕренмелли йĕрке çине куçарни вырăнлă тесе шутлать. Хушма вĕрентÿ тĕлĕшпе те чару мерисем кирлĕ, мĕншĕн тесен унта тĕрлĕ шкул ачи пĕрле пухăнать — пĕр-пĕрне чирлеттерес хăрушлăх пур.

Студентсем те дистанци мелĕпе вĕренччĕр. «Преподавательсем çирĕплетеççĕ: чирлĕ студентсем те вĕренме çÿреççĕ, мĕншĕн тесен занятисене сиктерсен вĕсен кайран çав «парăмсене» татма тивет», — пĕлтерчĕ Надежда Феофановна.

Лару-тăру йывăрри паллă, апла пулин те, Олег Николаев шучĕпе, ачасене 6 класранах дистанци мелĕ çине куçарни те çивĕчлĕхе туллин сирессе шанма çук, тепĕр енчен, ку хушма ыйтусем кăларса тăратма пултарать. Аслисем ĕçре, ачасем хăйсем тĕллĕн кăна юлсан килте ларасси иккĕленÿллĕ. Çакă ашшĕ-амăшне те пăшăрхантарать — вĕсенчен нумай ыйту килет.

Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта 9-11 классене ытларикунран тытăнса дистанци мелĕ çине куçарас — хальлĕхе çакăн пек йышăну турĕç. Икĕ эрнелĕхе. Ку студентсене те пырсат тивет. Çавăн пекех çак тапхăрта хушма вĕрентÿ учрежденийĕсем те ĕçлемĕç. Олег Алесеевич чару спорт мероприятийĕсем тĕлĕшпе те вăйра пулнине пайăррăн палăртрĕ. Пĕр шкул «картинче» иртекеннисем валли кăна ирĕк пур, тĕрлĕ шкул ачисене пĕрле явăçтармалли ăмăртусем вара тăхтаççĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. news.myseldon.com сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: