Комментари хушас

18 Чÿк, 2020

Ырă ĕç туни каялла таврăнать

ЧР Вĕрентӳ институтĕнче республикăри волонтерсемпе доброволецсен форумĕ уçăлчĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ.

— Ултă çулта питĕ нумай ĕç тунă, чылай проекта пурнăçа кĕртнĕ. Ыр кăмăллăх юхăмĕн хастарĕсен пуçĕнче çĕнĕ шухăшсем çуралаççĕ. Хальхи вăхăтра сирĕн ĕçĕр питĕ пĕлтерĕшлĕ, вăл питĕ кирлĕ. Сирĕн ĕçĕрте — уйрăм çынсен шăпи. Эсир нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр ыттисене пулăшма васкатăр. Ырă чунлă çынсем ытларах пулсан обществăра та килĕшӳ пулать. Пĕрле пур йывăрлăха çĕнтерме пултаратпăр, — терĕ вăл.

Олег Алексеевич ыркăмăллăх акцийĕсенче хастарлăх кăтартнисене тĕрлĕ наградăпа чысларĕ. Вĕсен йышĕнче карантин вăхăтĕнче ватă çынсене апат-çимĕçпе тивĕçтернисем, медиксене пулăшнă çамрăксем, волонтерсен ĕçне йĕркелесе пынă ертӳçĕсем тата ыттисем пулчĕç. Акă Канаш районĕнчи Шăхасан шкулĕнче ĕçлекен Наталья Петрова «Эпир пĕрле» акцие хутшăннă. Вăл çак ĕçе вĕренекенĕсене те явăçтарнă. Çавăн пекех вĕсем онлайн мелпе тĕрлĕ акци йĕркеленĕ. «Ку ĕç сăваплă, усăллă. Патриот туйăмĕсене аталантарать», — терĕ вăл.

www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ӳкерчĕкĕсем.

Рубрика: