Вăтăрмĕш хут пуçтарчĕ

20 Чÿк, 2020

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 1991 çултанпа иртекен музыка искусствин уявне хальхинче Чăваш автономи облаçне йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине халалланă.

Вăл паян уçăлчĕ. Хальхинче Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ чикĕ леш енчи хăнасемсĕрех иртĕ. Çапла тума коронавирус пандемийĕ чăрмантарчĕ. Апла пулин те Раççейри сумлă театрсенчи чылай солиста хамăрăн сцена çинче курма май килĕ.

Фестивалĕн программинче — Итали композиторĕсен произведенийĕсем. Уява В.Беллини çырнă «Капулетти и Монтекки» оперăн премьери уçрĕ. Ăна Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн артисчĕсем хатĕрленĕ. Режиссер-постановщикĕ — Максим Жучин, художникĕ — ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Валентин Федоров, дирижерĕ — Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Ольга Нестерова.

Чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Дж.Вердин «Аидипе» курнăçăпăр. Çитес юнкун вара каллех Дж.Верди хуçаланĕ, унăн «Бал-маскарачĕ» куракана тыткăнлĕ. Эрнекун асăннă композиторăн Реквиемне ютран килнĕ юрăçсем — Мускаври Пысăк, Питĕрти Мариинка, Михайловка театрĕсен солисчĕсем — шăрантарĕç. Опера фестивалĕ чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче гала-концертпа хупăнĕ.

www.hypar.ru 
 

Рубрика: 

Комментари хушас