Çĕнĕ техника — ытларах

23 Чÿк, 2020

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура хăй тĕллĕн çÿрекен техника тĕрĕслевĕн ыйтăвĕпе патшалăхăн ку енĕпе ĕçлекен инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев сăмах илчĕ.

Республикăра инспекци сăнаса тăракан техника шучĕ пысăклансах пырать: паянхи кун тĕлне — 25,2 пине яхăн. Кăçал 600 ытла единица хушăннă. Шел те, трактор-комбайнăн пысăк пайĕ техника тĕрĕслевĕ витĕр тухмасть. Кивĕ, юхăннă техника нумай. Владимир Павлович шучĕпе, юрăхсăррине шутран кăлармалла ĕнтĕ, вăл статистикăна кăна пăсать, анчах хуçалăхсен ертÿçисем çапла тума васкамаççĕ: тен, кирлĕ пулĕ теççĕ пулинех.

Çав вăхăтрах çĕнĕ техника нумайланса пыни савăнтарать. Патшалăх ку енĕпе пулăшнин кăтартăвĕ курăмлă. Кăçал регионти хуçалăхсем, фермерсем, уйрăм çынсем туяннă 268 трактора /иртнĕ çулхинчен 70 единица нумайрах/, 52 комбайна /пĕлтĕрхинчен 3 хут нуммайрах/ регистрациленĕ. Патăрьелсем 44, Елчĕксем 25, Муркашсем 22 единица техника туяннă. Куславккасемпе Комсомольскисен кăтартăвĕсем те лайăх. Куславкка районĕ тенĕрен, унти Василий Семенов фермер хуçалăхĕнче кăна çĕнĕ 10 трактор ĕçлеме тытăннă — кунашкал тĕслĕх хальччен пулман. Çапла вара хăй тĕллĕн çÿрекен техникăн пĕтĕмĕшле хăвачĕ республикăра кăçал 45 пин лаша вăйĕ чухлĕ хушăннă — иртнĕ çулхинчен икĕ хут пысăкрах.

Аттракционсем пирки те сăмах пулчĕ — вĕсен ĕçне, юсавлăхне те çак инспекциех сăнаса тăрать. Владимр Павлович ку енĕпе тĕрĕслев ирттернине палăртрĕ. Шупашкарта аттракционсем йĕркеллех, Çĕмĕрле, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче вара çитменлĕхсем пур. Нумай аттракцион кивелсе çитнĕ, вĕсене çĕнетмелле, улăштармалла. Олег Николаев ку енĕпе уйрăмах тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ. Мĕншĕн тесен сăмах ачасен хăрушсăрлăхĕ пирки пырать.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. eurosteelbuildings.co.uk сăн ÿкерчĕкĕ.

Теги: 

Комментари хушас