Техника кивелет
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура тракторсен, хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен профилактика тĕрĕслевĕн кăтартăвĕ çинчен Машинăсен тата ытти техникăн юсавлăхне сăнаса тăракан инспекци пуçлăхĕ Сергей Вязовский каласа кăтартрĕ.
Паянхи кун тĕлне республикăра асăннă йышши техникăн 24,1 пин ытла единицине шута илнĕ. Ку çулталăк каяллахи кăтартуран самай пысăкрах — 480 единица хушăннă. Уйрăм çынсен техника паркĕ пысăклансах пырать иккен, хуçалăхсен вара — чакать. Анчах пĕр саманта шута илмелле: хуçалăхсем кивĕ техника вырăнне чылай хăватлăрах техника туянаççĕ. Калăпăр, МТЗ-82 тракторсене паян лаша вăйĕпе икĕ хут хăватлăрах «Беларуссем» улăштараççĕ. Ку комбайнсене те пырса тивет: СК-5 комбайн жаткин сарлакăшĕ 5 метрпа танлашнă, çĕнĕ /Акросăн/ вара — 9 метр.
Кăçал ял хуçалăхĕ валли пĕтĕмпе çĕнĕ 486 единица техника туяннă. Çав шутра 114 трактор, тĕш тырă пухса кĕртмелли 21 тата выльăх апачĕ пухса кĕртмелли 9 комбайн. Çапах, пытармарĕ Сергей Юрьевич, пĕтĕмĕшле илсен техника кивĕ — унăн «вăтам çулĕ» 20 çулпа танлашать. Çавăнпах-тăр нумайăшĕ хăйсен машинисене техника тĕрĕслевне те тăратмасть. Регистрациленĕ машинăсен çуррине кăна тĕрĕслеттернĕ-мĕн. Пачах документсăр техника та пайтах. Юсавсăр, шанчăксăр тракторсемпе ытти машина вара инкек кÿресси те часах. Инспекци йĕркене пăхăнманнисене пуçран шăлмасть-ха, кăçал кăна штрафсен виçи 700 пин тенкĕрен иртнĕ. Анчах инкесем пурпĕр пулаççĕ — çулталăк пуçланнăранпа 9 тĕслĕхе шута илнĕ.
Комментари хушас