Йывăç йышĕ нумайланнă
Авăн-чӳк уйăхĕсенче Раççейре «Вăрмана упратпăр» акци иртет.
Çак мероприяти вăхăтĕнче Чăваш Енре пурăнакансем 36 пин те 378 йывăç /хыр, юман, çăка/ лартнă.
Акцие ĕç тăвакан влаç органĕсенче, ял тăрăхĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсенче, вĕренӳ учрежденийĕсенче, лесничествăсенче тăрăшакансем, студентсемпе волонтерсем хутшăннă. Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та Сосновка лесничествинче хыр лартнă.
Çамрăк йывăçсем валли ятарлă вырăнсем хатĕрленĕ. Унсăр пуçне 2010 çулта вăрман пушарне пула пушанса юлнă çĕрте те хунавсем лартнă.
Комментари хушас