Комментари хушас

11 Чÿк, 2020

Стратеги — çын валли

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов доклад турĕ — республикăн 2035 çулчченхи аталану стратегийĕ çинчен калакан саккун проекчĕпе паллаштарчĕ.

Документа çын стратегин тĕп приоритечĕ пулни çинче никĕсленĕ — ырă улшăнусене чи малтан вăл туйтăр. Экономика инноваци çулĕпе аталанмалла. Тĕнче шайĕнчи инвестицисем кирлĕ, çав вăхăтрах ку енĕпе вырăнти бизнес майĕсемпе те анлăн усă курмалла, импорт пăхăнăвĕнчен тухмалла. Стратегире 338 инвестици проектне палăртнă — 330 миллиард тенкĕлĕх.

Социаллă кăтартусем лайăхланмалла. Регионăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕн калăпăшĕ 3 хут ӳснипе пĕрлех вăтам ĕç укçи те 3 хут пысăкланмалла, чухăнлăх шайĕ 9% таран пĕчĕкленмелле, çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕ 80,7 çула çитмелле. Ĕçсĕрлĕхе çуллен 0,55% чакарса пырассине палăртнă — ку пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсене ытларах йĕркелени çинче никĕсленмелле.

Стратеги кăтартăвĕсене пĕрре кăна мар сӳтсе явнине кура Олег Николаев вĕсене хаклас темерĕ, пурне те унта палăртнă тĕллевсене пурнăçлас ĕçе халех çанă тавăрса кӳлĕнме чĕнсе каларĕ. Стратеги ăнăçлă пурнăçлассин никĕсне çитес пĕр-икĕ çулта хывмалла, муниципалитетсен влаçĕсен те айккинче юлмалла мар, мĕншĕн тесен проектсене вĕсен территорийĕнче тӳрре кăлармалла.

www.hypar.ru
 

Рубрика: