Новости по теме

3 Чÿк, 2020

Саккунсăрри саккунлине ан улăштартăр

Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшне пÿлесси, строительство материалĕсен тата алкоголь продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешмелли меропритисен кăтартăвĕсем — çак ыйтусене паян республикăн Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕнче тишкерчĕç.

3 Чÿк, 2020

Халăхсем тĕрлĕ, анчах пĕр тĕллевлĕ

Пирĕн çĕршывра 200 яхăн наци çынни пурăнать. Кашнийĕн хăйĕн чĕлхи, культури, шăпи, тĕнче куравĕ, йăли-йĕрки… Пĕрисем йышпа питĕ пысăк, теприсем шутлă çеç юлнă. Сăмахран, Амур юханшывĕ çывăхĕнче пурăнакан нигидальсем пурĕ те 600-ĕн çеç.

Раççейре нихăш халăх та ют мар. Пĕрле вĕсем — чăн-чăн ахах-мерчен.

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ — пирĕн çĕршыври чи çамрăк уявсенчен пĕри, ăна 2005 çултанпа паллă тума пуçланă.

2 Чÿк, 2020

Тÿлеве каярах панă, анчах — кая юлман

ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлу коронавирусран сыхланассипе çыхăннă ыйтуран пуçланасси йăлана кĕчĕ тесен те юрать ĕнтĕ. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ.

Олег Николаев ачасем тунтикунран каникулта пулнă май шкулсене инфекцирен хÿтĕлессипе çыхăннă ĕçе малалла тăсмалли пирки асăрхаттарчĕ. Ку енĕпе пурнăçлакан ĕç çинчен ыйтса пĕлнĕ хыççăн сыхлăх ыйтăвĕсем чи малта пулни пирки тепĕр хут аса илтерчĕ.

2 Чÿк, 2020

Сĕнтĕрвăрри хулине хăтлăлатасшăн

Сĕнтĕрвăрри хули туристсене илĕртекен вырăн пулса тăмалла. Çавна май ăна мĕнле хăтлăлатасси пирки калаçу иртмелле.

Хула пуласлăхĕ тата унăн историлле пайĕ пирки шухăшлакансене чӳк уйăхĕн 4-мĕшĕнче 12 сехет тĕлне «Мариинский» физкультурăпа спорт комплексне (Сĕнтĕрвăрри хули, Николаев урамĕ, 91В çурт) чĕнеççĕ.

2 Чÿк, 2020

Пĕлĕве тĕрĕслеме — Этнографи диктанчĕ

Чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче 11 сехетре Наци библиотекинче (тавра пĕлӳ литературин залĕнче) Пысăк этнографи диктанчĕ пуçланать.

Халăхсен хушшинчи çутĕç акцийĕ чӳк уйăхĕн 3-8-мĕшĕсенче Раççейри пур субьектра тата çĕршыв тулашĕнче www.miretno.ru сайтра онлайн мелĕпе иртет. Унта Раççейре е çĕршыв тулашĕнче пурăнакан, вырăсла пĕлекен çынсем хутшăнаяççĕ.

Ăçта вĕренни, хăш тĕне ĕненни, гражданлăх пĕлтерĕшлĕ мар, ӳсĕме кура чару çук.

2 Чÿк, 2020

«Урмай залида» туслăха çирĕплетнĕ

Тĕрĕк тĕнчин йăлари культурин пĕтĕм тĕнчери VIII фестивалĕ кăçал онлайн мелĕпе иртрĕ.

Çулленех йĕркелекен мероприятие хальхинче Тутар тата Чăваш автономи республикисен 100-çуллăхне, «Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийĕ» организаци никĕслевçине Ферит Гибатдинова халалланă.

2 Чÿк, 2020

Общество транспортĕнче - икĕ тенкĕ йÿнĕрех

Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти общество транспорчĕпе 2 тенкĕ йӳнĕрех çӳреме пулать.

Ку çăмăллăхпа кăçалхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен усă курма май пур. Çакăн валли кирек хăш банкăн Visa карттипе, смартфонпа е смарт-сехетпе (ApplePay, SamsungPay, GooglePay сервиссем пур пулсан) тӳлемелле çеç. Çапла майпа акцие пуçаракансем транспортпа çӳрекенсен хушшинче контактсăр мелпе тӳлекенсем йышланасса шанаççĕ.

2 Чÿк, 2020

Раççей Спартакиадине хутшăнĕç

Салтак çулне çитмен Раççей çамрăкĕсен Спартакиадине каллех Хĕрлĕ Чутай шкулĕн команди хутшăнать.

Хальхинче РФ тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕн Эдуард Романовăн вĕренекенĕсем Ставрополь крайĕнчи Ессентуки хулинче Чăваш Ен чысне хӳтĕлĕç.

2 Чÿк, 2020

Искусствăсен каçне йыхравлаççĕ

Чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Искусствăсен каçĕ» иртет.

8-мĕш хутчен иртекен акцие кăçал Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне халалланă. Унăн девизĕ - «Искусство пĕрлештерет».

Коронавирус инфекцийĕнчен асăрханас тĕллевпе чылай мероприяти онлайн мелĕпе иртет: куравсем, ăсталăх класĕсем, спектакльсем, флешмобсем, концертсем, пултарулăх тĕл пулăвĕсем тата экскурсисем.

Pages