Тÿлеве каярах панă, анчах — кая юлман

2 Чÿк, 2020

ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлу коронавирусран сыхланассипе çыхăннă ыйтуран пуçланасси йăлана кĕчĕ тесен те юрать ĕнтĕ. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ.

Олег Николаев ачасем тунтикунран каникулта пулнă май шкулсене инфекцирен хÿтĕлессипе çыхăннă ĕçе малалла тăсмалли пирки асăрхаттарчĕ. Ку енĕпе пурнăçлакан ĕç çинчен ыйтса пĕлнĕ хыççăн сыхлăх ыйтăвĕсем чи малта пулни пирки тепĕр хут аса илтерчĕ.

Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова çемьесене виççĕмĕш ачашăн паракан тÿлевсемпе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Унччен тÿлеве уйăхăн пĕрремĕш çурринче панă, федераци укçи ку хутĕнче кăшт каярах юлса килнĕ май ăна çемьесене куçарса парасси юпа уйăхĕнче тытăнарах тăнă. Анчах саккунпа килĕшÿллĕн çак вăхăта уйăхăн 28-мĕш кунĕччен тесе çирĕплетнĕ, çавна май йĕркене пăсман — укçапа вăхăтра тивĕçтернĕ. Чăн та, Алена Геннадьевна çулталăк вĕçлениччен çак тÿлеве туллин памашкăн республикăна хушма укçа кирли пирки каларĕ — тата 83 миллион тенке яхăн. Мускава тивĕçлĕ заявка панă – унтан хурав кĕтмелле.

Кун йĕркинчи тепĕр ыйту — транспорта çут çанталăк газĕ çине куçарасси. Транспорт министрĕ Владимир Осипов ку енĕпе РФ Промышленноçпа энергетика министерствипе тивĕçлĕ килĕшÿ тунине çирĕплетрĕ – патшалăх пулăшу кÿрет. 2020 çулта республикăра виçĕ газ заправка станцине туса пĕтермелле /«Вятка», М-7 автотрассăсем çинче тата Шупашкарта/ – 120 миллион тенкĕлĕх. Çитес çул çавнашкал тата икĕ объекта хута ямалла, вĕсем валли 60 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

Транспорта газ топливипе ĕçлемелле тумашкăн 8 организаци лицензи илнĕ. Чăн та, тивĕçлĕ оборудовани вырнаçтарнă транспорт хатĕрĕсен шучĕ хальлĕхе пысăк мар-ха. Министр ку кăтарту кăçалах самай пысăкланасса шантарчĕ.

Канашлу Пĕтĕм тĕнчери М.Д. Михайлов ячĕллĕ опера фестивальне хатĕрленессипе çыхăннă ыйтусене тишкернипе вĕçленчĕ. Культура министрĕ Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, 30-мĕш хут иртекен йăлана кĕнĕ фестиваль чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн «Капулеттисемпе Монтеккисем» спектаклĕпе уçăлĕ, 29-мĕшĕнче гала-концертпа вĕçленĕ. Паллă театрсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Çав шутра — Пысăк театр, Санкт-Петербургри Мариинка, ыттисем. Опера уявĕ пандемие пăрахăçламасть — коронавирусран сыхланассине асра тытассине министр пусăм тусах çирĕплетрĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас