Саккунсăрри саккунлине ан улăштартăр

3 Чÿк, 2020

Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшне пÿлесси, строительство материалĕсен тата алкоголь продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешмелли меропритисен кăтартăвĕсем — çак ыйтусене паян республикăн Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕнче тишкерчĕç.

Ларăва ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ. Саккунсăр алкоголе пÿлесси тавра пушшех тĕплĕ калаçу пулчĕ. ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Курьянов ĕçкĕпе сăлтавланакан преступленисен шучĕ ÿссех пынине пăшăрханса палăртрĕ. Çавăнпа та, унăн шучĕпе, эрех суту-илĕвĕ тĕлĕшпе хушма чарусем палăртни вырăнлă. Олег Николаев шухăшĕ вара урăхларах: чарусем палăртасси те виçеллĕ пулмалла, мĕншĕн тесен саккунлă суту-илĕве хĕстерсен ун вырăнне саккунсăрри йышăнас хăрушлăх пысăк – ĕçкĕпе çыхăннă лару-тăру пушшех çивĕчленĕ. Çав вăхăтрах вăл полици сăмакун сутакансемпе çителĕксĕр ĕçленине кăмăлсăрланса палăртрĕ, ШĔМĕн ку енĕпе çине тăрарах ĕçлемелли çинчен каларĕ.

Николай КОНОВАЛОВ. media73.ru căн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас