Комментари хушас

31 Юпа, 2020

Хастар ашшĕсене чысларĕç

Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче Чăваш Енри ашшĕ кунне халалласа уяв иртрĕ.

Унта сумлă хăнасемпе официаллă çынсем йышлăн хутшăнчĕç. Вĕсен ретĕнче — республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тата унăн мăшăрĕ, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева, Чăваш Республикинчи ача прависене хӳтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесовпа Николай Малов.

Алексей Мурыгин, Чăваш Енри Ашшĕсен канашĕн ертӳçи, асăннă уява официаллă йĕркепе пуçласа паллă тунине каларĕ. Общество асăннă пĕрлешĕвĕ Хĕрарăмсен союзĕ çумĕнче йĕркеленсе унпа çыхăнуллă ĕçлесе пынине палăртрĕ. Канашăн тĕллевĕ — çемье институтĕнче ашшĕсен статусне тĕреклетесси, кил-йыш пуçĕсен çĕршыва юрăхлă ача-пăча çитĕнтерес ĕçри витĕмне ӳстересси.

Йăлана кĕнĕ пекех, уявра республикăри чи хастар ашшĕсене чысларĕç.

Виталий ТРЫ, çулленхи «Чи лайăх ашшĕ» конкурсра «Ашшĕсен ашшĕ» ята тивĕçнĕскер:

Мăшăрпа пĕр çулпа утма тытăннăранпа 50 çул çитрĕ. Шăпа пархатарлă çемье йĕркелеме пӳрнĕшĕн чунтан савăнатăп. Çар çынни пулнă май час-часах ĕçлĕ командировкăсене тухса çӳреме тиветчĕ. Икĕ ывăлăма чылай вăхăт курман самантсем пайтах пулнă. Апла пулин те çемье çинчен минутлăх та манман. Ачасем те ашшĕшĕн тунсăхлатчĕç. Вĕсем эпир мăшăрпа пĕр-пĕрне хисепленине, килте юрату тĕпре тăнине курса йĕркеллех çитĕнчĕç. Асли — çар тухтăрĕ, кĕçĕнни — юрист. Халĕ вĕсем те мăнуксемшĕн — тĕслĕх ашшĕсем.

www.hypar.ru Ирина ИВАНОВА сăн ӳкерчĕкĕсем.

Рубрика: