Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Геннадий Волков пурăннă тăк паян 93 çул тултаратчĕ. Паллă этнопедагога асăнса чăваш хастарĕсем Шупашкарта ăна халалласа лартнă палăк умне чечек хучĕç.
Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкарти «Чăвашкабель» акционер обществин коллективĕн ĕç тухăçне ÿстермелли программине еплерех пурнăçланипе паллашрĕ.
Кашни цехра тата участокра инженерсемпе тата рабочисемпе мĕнле ĕçсем тумаллине, тухăçа хăш çулсемпе кайса хăпартмаллине хут çине тĕпĕ-йĕрĕпе палăртса ăна 2020 çул пуçламăшĕнче çирĕплетнĕ. Вĕсене коллективсенче темиçе хута та сÿтсе явнă, ку енĕпе ÿсĕм тăвассишĕн кашнин тĕллевĕсене палăртнă.
Чăнах чылай вăхăт кĕттерчĕ вăл. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çуркуннех кĕрлесе иртмелли кинофорум паян çеç уçăлма пултарчĕ. Айăпĕ йĕркелÿçĕсенче мар, тĕнчипех алхасакан коронавирус амакĕнче. Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери 13-мĕш кинофестивале Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче, санитари хăрушсăрлăхĕсене тĕплĕн пăхăнса, «симĕс çутă» пачĕç. Халăхсен тата регионсен фильмĕсене халалланă кинофорума Дмитрий Астрахан режиссерăн «Судьба диверсанта» киноленти уçрĕ.
Чĕмпĕр хулинче Чăваш çыравçисен регионсен хушшинчи «Чĕмпĕр - чăваш литературин сăпки» конференцийĕ иртет. Ăна Чĕмпĕр Ен çыравçисем кăларакан «Атăл юрри» журналăн 1-мĕш номерĕ тухнăранпа 100 çул çитнине халалланă.
Мероприятие Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ тата «Канаш» хаçат редакцийĕ тăрăшнипе йĕркеленĕ.
Форума Хусантан, Пушкăртстанран, Чăваш Енрен килнĕ сумлă çынсем хутшăнаççĕ.
Чăваш Енре волонтерсен «Эпир пĕрле» клубĕ ĕçлеме тытăннă. Çак йышра — пандеми вăхăтĕнче çынсене хастар пулăшнă çынсем. Кун пирки ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи ыр кăмăллăха аталантарассипе ĕçлекен Канашĕн ларăвĕнче пĕлтерчĕç.
Паян Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Канаш «автономлă майпа» та ĕçлеме пултарать пулин те пирвайхи тĕл пулăва республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ.
Паян Вăрнар районĕнче ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсене чыслаççĕ.
Аграрисем хăйсен уявне пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ. Районта 64 пин тонна ытла тырă пуçтарса кĕртнĕ /2019 çулта — 55 пин тонна/. Гектарти вăтам тухăç 36,2 центнер тухнă. Вăрнарсем «сарă ылтăн» туса илессипе республикăра 4-мĕш вырăнта. Ку тăрăхри К. Маркс ячĕллĕ ЯХПКн кăтартăвĕ уйрăмах пысăк, гектар пуçне 47,5 центнер пулнă. «Мураты» /47/, «Победа» /42,9/ хуçалăхсем те пĕчĕк мар.