Этнопедагога асра тытаççĕ

31 Юпа, 2020

Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Геннадий Волков пурăннă тăк паян 93 çул тултаратчĕ. Паллă этнопедагога асăнса чăваш хастарĕсем Шупашкарта ăна халалласа лартнă палăк умне чечек хучĕç.

Геннадий Никандрович тăван халăхшăн нумай тăрăшнă. Унăн çутă сăнарне асра тытса республикăра тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Нумаях пулмасть тĕп хулари 12-мĕш шкулта педагогсен йăлана кĕнĕ ăслăлăх конференцине йĕркеленĕ. Кăçал ăна онлайн-мелпе иртттернĕ. Мероприятие 26 вĕрентекен хутшăннă, ĕç хатĕрленĕ.

Палăртмалла: çак конференцие çyлленех тĕрлĕ регионти педагогсем хутшăнаççĕ.

www.hypar.ru Фото Владимир Алмантай 

Рубрика: 

Комментари хушас