Комментари хушас

29 Юпа, 2020

Волонтерсене аслă шкулсенче вĕрентеççĕ

Чăваш Енре волонтерсен «Эпир пĕрле» клубĕ ĕçлеме тытăннă. Çак йышра — пандеми вăхăтĕнче çынсене хастар пулăшнă çынсем. Кун пирки ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи ыр кăмăллăха аталантарассипе ĕçлекен Канашĕн ларăвĕнче пĕлтерчĕç.

Раççейре волонтерсен юхăмĕ вăй илсех пырать. Çакна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та палăртать. Халĕ волонтерсене Чăваш Енри аслă шкулсенче те хатĕрлеççĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, сăмахран, 46 çамрăк занятисене çӳресе пĕлĕвне тарăнлатать. Вĕсем - экономика факультечĕн 1-мĕш курс студенчĕсем. Лекцисене аудиторие çӳресе те, дистанци мелĕпе те итлеççĕ. Палăртмалла: ЧПУ çак пилотлă программăна пурнăçлакан 20 вĕрентӳ учреждени йышне кĕнĕ. Кăçалхи вĕренӳ çулĕнче Чăваш патшалăх аграри университетĕнче те ятарлă занятисем ирттерме пуçлĕç.

www.hypar.ru Василий КУЗЬМИН сăн ӳкерчĕкĕсем кунта.

Рубрика: