Канаш ĕçе вăрçă ачисенчен пуçларĕ

29 Юпа, 2020

Паян Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Общество канашĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Канаш «автономлă майпа» та ĕçлеме пултарать пулин те пирвайхи тĕл пулăва республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ.

Кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçличчен Олег Николаев пухăннисене Комсомол кунĕ, Чăваш комсомолне туса хунăранпа 100 çул çитнин ячĕпе саламларĕ. Кăмăллă тепĕр самант та пулчĕ: Патшалăх Канашĕн спикерĕн Альбина Егоровăн çуралнă кунĕ иккен — Олег Алексеевич ăна чечек çыххи парнелесе ырă, комсомолла хастарлăх сунчĕ.

Общество канаш председателĕ маларахах паллăччĕ – Наталия Партасовăна шаннă, ларура çĕнĕ тытăмăн регламентне, мĕнле комитетсем пулассине, вĕсен ертÿçисене çирĕплетрĕç. Пĕтĕмпе пилĕк комитет: экономика енĕпе ĕçлекен комитета «Чăвашкабель» гендиректорĕ Игорь Кортунов ертсе пырĕ, ЖКХ, строительство енĕпе ĕçлекеннине — Ашшĕсен канашĕн председателĕ Алексей Мурыгин. Социаллă политика ыйтăвĕсемшĕн васкавлă медпулăшу больницин тĕп врачĕ Ильдар Абызов яваплă пулĕ. ЧПУ ректорĕ Андрей Александров вĕрентÿ енĕпе ĕçлĕ, Чăваш профсоюзĕсен лидерĕ Анатолий Коршунов вырăнти хăй тытăмлăхпа, партисемпе çыхăну тытассине çирĕплетĕ.

Йышра хальлĕхе 25 çын, анчах вăл хушăнма та пултарĕ. Кам хăш комитет йышĕнче пуласси тавлаштармарĕ. Шупашкарти 5-мĕш гимнази директорĕ Инна Исаева строительство енĕпе ĕçлекен комитет ертÿçин заместителĕ пулма килĕшни кăна кăшт тĕлĕнтерчĕ пулас та — уçăмлатрĕç: вăл икĕ шкул тунă…

Наталия Партасова палăртнă тăрăх, общество канашĕ влаçпа халăх хушшинчи кĕпер пулса тăма тивĕç. Олег Николаев канаш ЧР Пуçлăхĕн канашçисен институтне улăштарассине çирĕплетрĕ. Канашăн пирвайхи канашĕсем вара пирвайхи ларурах янăрарĕç.

Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитет — çак датăна уявлассипе çыхăннă сĕнÿсем пулчĕç. Кун йĕркинчи тепĕр ыйту — «вăрçă ачисене» социаллă пулăшу памалли мерăсем. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пуснă указпа килĕшÿллĕн республикăра çак статуса илнисен йышĕ 70 пин çынпа танлашать. Вĕсен çăмăллăхсем пур: социаллă учрежденисенче, больница-поликлиникăра черетсăр пулăшу илме пултараççĕ. Тепĕр енчен, ватăскерсен тĕп йышĕн тĕрлĕ ытти çăмăллăх пур — вĕсемпе усă кураççĕ. Аслă ăру çыннисене пулăшма республикăн кăçалхи бюджетĕнче пĕтĕмпе 3 миллиард тенкĕ патнелле пăхса хăварнă.

Инна Исаева вара хăйĕнпе пĕр подъездра пурăнакан Таня аппа çинчен каласа пачĕ. Вăл та вăрçă ачи, çакна çирĕплетекен удостоверение те илнĕ. Исаевăна тĕл пулмассерен ыйтать-мĕн: «Инночка, çав удостоверени мĕн парать?» ПК депутачĕ ним хуравлаймасть… Çавăнпа та, Инна Владиславовна шучĕпе, сумлă статусăн укçан виçекен хаклавĕ те пулмалла — «вĕсенчен чи кĕçĕннисем те 75 çулта, чи асли — 93-ре. Кăштах та пулин памаллах…» Чăваш Енĕн чи аслă парламентарийĕ Альбина Егорова та депутат-ĕçтешĕпе килĕшет: «Пулăшмалли вариантсемпе ĕçлетпĕр – ку саккун шайĕнче пулмалла».

Паллах, сĕнĕве Олег Николаев мĕнле хакланине те илтес килетчĕ — шел, ку вăхăт тĕлне вăл тепĕр мероприятие хутшăнмаллине пĕлтерсе пухăннисемпе сывпуллашма ĕлкĕрчĕ.

Николай КОНОВАЛОВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...

Комментари хушас