Пÿлĕм тулли тырри-пулли

29 Юпа, 2020

Паян Вăрнар районĕнче ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсене чыслаççĕ.

Аграрисем хăйсен уявне пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илеççĕ. Районта 64 пин тонна ытла тырă пуçтарса кĕртнĕ /2019 çулта — 55 пин тонна/. Гектарти вăтам тухăç 36,2 центнер тухнă. Вăрнарсем «сарă ылтăн» туса илессипе республикăра 4-мĕш вырăнта. Ку тăрăхри К. Маркс ячĕллĕ ЯХПКн кăтартăвĕ уйрăмах пысăк, гектар пуçне 47,5 центнер пулнă. «Мураты» /47/, «Победа» /42,9/ хуçалăхсем те пĕчĕк мар.

Вăрнар районĕнче çĕрулми гектар пуçне 256 центнер кăларса пуçтарнă. «Агрохмель» пĕрлешÿпе В.Н Павлов фермер хуçалăхĕн кăтартăвĕсем унран та пысăкрах.

Ĕçченсем патшалăх пулăшăвĕпе, хăйсен укçи-тенкипе 109 млн тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туяннă. Аш-какай, сĕт туса илессипе те палăрмаллах ÿснĕ. Уявра ĕçре палăрнисененаградăсем парса чыслĕç.

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА.

Рубрика: 

Комментари хушас