Искусствăсен каçне йыхравлаççĕ

2 Чÿк, 2020

Чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри «Искусствăсен каçĕ» иртет.

8-мĕш хутчен иртекен акцие кăçал Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне халалланă. Унăн девизĕ - «Искусство пĕрлештерет».

Коронавирус инфекцийĕнчен асăрханас тĕллевпе чылай мероприяти онлайн мелĕпе иртет: куравсем, ăсталăх класĕсем, спектакльсем, флешмобсем, концертсем, пултарулăх тĕл пулăвĕсем тата экскурсисем.

Акци программипе тĕплĕнрех ЧР культура, наци тата архив ĕçĕсен министерствин сайтĕнче паллашма пулать.

www.hypar.ru  Culture.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас