Минимум пысăкланать

11 Чÿк, 2020

Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова 2021 çул валли пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене палăртас ыйтăва çĕклерĕ.

Тĕрĕссипе, ăна авăн уйăхĕнчех 8035 тенкĕ шайĕнче çирĕплетнĕччĕ. Раççей шайĕнче те палăртнă — 9512 тенкĕ. Анчах кайран РФ Правительствинчен çĕнетнĕ прогноза шута илекен телеграмма килнĕ — çĕршыв шайĕнче хайхи минимума 10022 тенкĕ тунă. Вăл республика минимумне тӳррĕнех витĕм кӳнине кура хайхи кăтарту патне тепĕр хут таврăнма тивнĕ. Министр ăна пысăклатма сĕнчĕ. Унăн сĕнĕвне ырларĕç: çитес çул валли минимум 8466 тенкĕпе танлашĕ — малтан пăхнинчен 5,4% хушăнать. Ку виçе кăçалхи шайран та 531 тенкĕ пысăкрах.

Унпа пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех пенси илекен ватăсене паракан хушма тӳлеве шутласа палăртнă чух усă кураççĕ. Çавна май 2021 çулта хайхи тӳлеве илекенсен йышĕ те 3 пин ытла çын чухлех пысăкланĕ – пĕтĕмпе 25 пин ытла пенсионер хушма укçа илĕ. Çакăн валли каякан тăкаксем 675 миллион тенкĕпе танлашĕç.

Минимум темин тăсăмĕ те пулчĕ — Алена Геннадьевна кăçалхи виççĕмĕш кварталти пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе ыйтăвĕпе те сăмах илчĕ. Вăл та пысăкланать. Чăн та, нумай мар. Асăннă тапхăрта апат-çимĕç йӳнелнĕ, апат-çимĕç мар таварсем, ЖКХри, транспортпа çыхăннă пулăшу ĕçĕсем хакланнă — çак самантсене шута илнĕ. Çапла вара умĕнхи кварталтипе танлаштарсан пурăнма кирлĕ виçене утă-авăн уйăхĕсемшĕн 0,4% пысăклатассине ырларĕç - 9804 тенкĕ.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ
 

Комментари хушас