Комментари хушас

12 Чÿк, 2020

Тухтăра чирлипе çыхăнма вайбер пулăшать

Коронавирус инфекцийĕпе чирлекенсен йышĕ ӳснине шута илсе Шупашкарти хулан тĕп больницинче пациентсене сиплес тата вĕсен сывлăхне тĕрĕслесе тăрас тĕллевпе хушма мерăсем йышăннă. Çак ыйтупа паян республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли ятарлă пресс-тур йĕркелерĕç.

«Поликлиникăра чирлисене пĕрремĕшле пулăшу паркан икĕ кабинет ĕçлет. Вĕсем икĕ сменăпа, ирхи саккăртан пуçласа çирĕм сехетчен пациентсене йышăнаççĕ. Унта ӳт температури ӳснисем тата ОРЗ симптомĕсемлĕ чирлисем килеççĕ. Вĕсен тухтăр патне кĕме регистратурăра çырăнмалла мар. Тухтăрсем чирлисене пăхнă хыççăн информацие call–центра пĕлтереççĕ. Унта пациентсен сывлăхне дистанци мелĕпе сăнаса тăрассине йĕркеленĕ. Кирлĕ тĕк тухтăр информацие мобильлĕ центра та çитерет. Вĕсем киле пырсах чирлин сывлăхне тĕрĕслеççĕ. Пĕрремĕшле пулăшу паркан кабинетра пĕтĕмпе тăватă доктор ĕçлет. Иккĕшĕ пĕрремĕш сменăра, тепĕр иккĕшĕ иккĕмĕш сменăра йышăнаççĕ. Сиплев учрежденийĕнче тăватă мобильлĕ бригада туса хунă. Çавăн пекех пĕрремĕш звенори тухтăрсене волонтерсем (Врачсен пĕлĕвне ӳстермелли институтри ординаторсем) пулăшаççĕ. Волонтерсем вăраха кайнă чирсемпе нушаланакан пациентсене килĕсене эмелсем леçсе параççĕ. Телемедицина консультацийĕсем те ирттеретпĕр. Чылай чухне паян тухтăрпа пациент вайбер е ватсап урлă çыхăну тытаççĕ», - каласа пачĕ хулари тĕп больницăра тĕп тухтăрăн çумĕнче ĕçлекен Вера Сидельцева.

Пĕрремĕшле пулăшу паракан кабинетсенче ĕçе епле йĕркеленипе паллашрăмăр. Пĕтĕмĕшле практика врачĕ Инесса Никитина пĕлтернĕ тăрăх, кунне вĕсем 40-50 çынна йышăнаççĕ. Вĕсене кашнине вăтамран 15-шер минут уйăраççĕ. Йывăртарах чирлисене маларах чĕнсе кĕртеççĕ. «Май килнĕ таран хăвăрт ĕçлеме тăрăшатпăр. Коридорта вăрăм черет ан пултăр тетпĕр. Асăрхарăр пулĕ, коридорта кĕтсе ларакансем паян та йышлăнах мар. Чирлисенчен ытларахăшне «больничнăй» паратпăр», - палăртрĕ доктор.

Людмила Челейкина тухтăр пĕлтернĕ тăрăх, асăннă сиплев учрежденийĕнче чӳк уйăхĕнчен пуçласа call–центр («хĕрӳ лини») уçнă. Вăл ирхи сакăртан пуçласа 20 сехетчен ĕçлет. Людмила Геннадьевна пĕлтернĕ тăрăх кунта çынсем тĕрлĕ ыйтупа шăнкăравлаççĕ. «Телефон чăннипех "хĕрӳ", тунсăхлама вăхăт çук. Кунне 50-60 çынна сĕнӳ-канаш паратпăр. Кунта ĕçлеме эпир ятарласа вĕреннĕ, иструктаж тухнă, сертификат илнĕ», - каласа пачĕ Людмила Челейкина.

www.hypar.ru Роза Власова сăн ÿкерчекĕнче: Людмила Челейкина тухтăр.

 

Рубрика: