Эмелсем мĕншĕн çитмеççĕ?

11 Чÿк, 2020

Кĕрхи сивĕ пуçлансанах шăнса пăсăлассипе чирлекен йышланчĕ. Çав вăхăтра коронавирус инфекцийĕ пушшех те вăй илет. Çуркунне çынсем хура тул кĕрпи, сахăр, туалет хучĕ ытлашшипех туянса хунă пулсан халĕ чирличченех аптекăран эмелсем йăтаççĕ. Çавна пулах тепĕр йывăрлăх сиксе тухать — тухтăр çырса панă эмелсене тупма çук.

Чӳк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн Заместителĕ — Чăваш Республикин вĕрентӳпе çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева ертсе пынипе канашлу иртрĕ. Тĕп ыйту — халăха паянхи кун чи кирлĕ эмелсемпе аптека урлă тивĕçтересси.

Коронавирусран сиплекен сыватмăшсенче эмелсем пур. Анчах аптекăсенче вĕсем çителĕксĕр. Эзитромицин, левофлоксацин,цефтриаксон йышши антибиотиксене, антикоагулянтсене /натри эноксапаринĕ/, вируссенчен сыватакан препаратсене /умифеновир/, гормонсене /дексаметазон, метилпреднизолон/. тупма та йывăр. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов палăртнă тăрăх, авăн уйăхĕнчипе танлаштарсан халĕ аптекăра эмел çитменни пирки «хĕрӳ линие» шăнкăравласа 54% чухлĕ ытларах пĕлтернĕ. Ку препаратсемсĕр медицина сиплевĕ те ăнăçлă пулаймасть.

Çӳлерех асăннă препаратсене 2020 çулта пурнăçшăн çав тери кирлĕ эмелсен списокне кĕртнĕ. Аптека организацийĕсен ертӳçисене Владимир Степанов медицина пулăшăвĕ кӳме кирлĕ эмелсен пĕчĕк ассортиментне тимлĕх уйăрма каларĕ. Вăл пулмасан административлă яваплăх тытма тивĕ.

Коронавирус инфекцийĕпе кĕрешме эмел туянмашкăн Раççей Федерацийĕн Правительстви укçа уйăрасси çинчен унччен каланăччĕ ĕнтĕ. Чăваш Ене федераци бюджетĕнчен 45,8 млн тенкĕ килсе çитнĕ. Халĕ ЧР сывлăх сыхлавĕн министерстви «Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕн профилактики, диагностики тата сиплевĕ. 9-мĕш верси /26.10.2020/» методика сĕнĕвне кĕртнĕ эмелсене туянас ĕç ирттерет. Çав 16 препаратăн 1-мĕш партийĕ Чăваш Ене чӳк уйăхĕн 17-20-мĕшĕсенче килсе çитмелле.

Эмел çитменни Чăваш Енри пулăм çеç мар, Раççейĕн чылай регионĕнче çапла. Çавна май юнашар регионсенчен пирĕн аптекăсене килсе рецептпа эмел туянни çинчен те каларĕ министр.

Çапах та аптекăсенче эмелсем мĕншĕн çитмеççĕ-ха? Пĕрремĕшĕнчен, чирлес пулсан эмел çумра пултăр тесе нумай туянса хунăран. Иккĕмĕшĕнчен, вĕсем аптекăсенче ахаль те сахал пулнăран. Канашлура палăртнă тăрăх, рецептпа çеç пама юракан эмелсене фармацевтсем рецептсăрах парса яни тĕл пулать. Анчах асра тытмалла, кунашкал хăтланнăшăн аптека ĕçченĕн явап тытма тивĕ.

«Асра тытăр, эсир пурте яваплă çынсем. Сирĕн алăра — çынсен пурнăçĕ», — асăрхаттарчĕ Алла Леонидовна аптекăсен ертӳçисене. Кĕçех тĕрĕслевсем пуласса та асăрхаттарчĕ. Эмелсем çитменнине татса парас ĕçре пурне те пĕрле пулса йывăрлăхсене татаса пама чĕнсе каларĕ.

«Йывăрлăхсем пур. Эмелсем çук. Туянма хатĕр», — терĕ вăл.

Чи кирли, тĕрĕссине пытармалла мар. Аптекăра эмел çук чухне пур тесе тӳрре тухма хăтланмалла мар.

Тата сиплев вăхăтĕнче çынсен антибиотиксемпе нумай усă курни мĕн патне илсе çитернине пĕлмелле. «Çынсем антибиотиксемпе «туслашсах каяççĕ», чирлесе каясран хăранипе кăшт шăнсанах вируспа кĕрешмелли эмел вырăнне антибиотик ĕçме тытăнаççĕ. Пандеми иртет, антибиотик хыççăнхи йĕрсем вара аса илтерĕç: кайран чăннипех те кирлĕ чухне вĕсен пулăшăвĕ сисĕнмĕ», — терĕ Алла Салаева.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментари хушас