Комментари хушас

24 Чÿк, 2020

Тăкаклани мар, усă кÿни пĕлтерĕшлĕ

Наркотиксемпе усă куракансене реабилитацилесси — çак тема Чăваш Республикинче наркотиксемпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссин ытларикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ.

Шăп пĕр кун маларах, ытларикун, Раççей Президенчĕ Владимир Путин патшалăхăн наркотиксемпе кĕрешмелли политктин 2030 çулчченхи стратегине алă пусса çирĕплетнĕ. Çакăн пирки аса илтернĕ май Олег Николаев çитĕнекен ăрăва, çамрăксене наркотиксен сиенлĕ витĕмĕнчен хÿтĕлесси тĕп тĕллевсен шутĕнче пулнине палăртрĕ. Наркотиксемпе усă куракансене реабилитацилес ĕç те çак тĕллевпе килĕшсе тăрать.

Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал социаллă пулăшу учрежденийĕсене суд наркоманирен сипленмелли, дагностика тумалли йышăну кăларнă 64 çын пынă /пĕлтĕр йыш сахалрах пулнă — 37 çын/, вĕсенчен 48-шĕ социаллă реабилитаци витĕр тухнă. Ыттисене унашкал реабилитаци кирлĕ пулман. Наркологи диспансерĕ шута илнĕ тепĕр кăтарту та пур: çулталăк пуçланнăранпа 454 çынна ĕçе вырнаçма пулăшнă, вĕсенчен 59-шĕ — наркотиксен тыткăнне лекнĕ çынсем, 395-шĕ — ĕçкĕпе туслисем.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ цифрăсем те наркотиксемпе усă куракансем тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕç калăпăшне уçăмлатаççĕ. 2020 çулхи вунă уйăхра наркологи службин реабилитаци уйрăмĕнче 383 çынна сипленĕ, вĕсенчен 74-шĕ — наркомансем. Пĕтĕмпе вара психотерапи клубĕсем 1,6 пин ытла çынпа ĕçленĕ, çак йыша наркомансен çемйисен членĕсем те кĕреççĕ. Стационар условийĕсенче реабилитаци прграмми витĕр тухнă çынсенчен 32-шĕ сиплеве ăнăçлă вĕçленĕ. Амбулатори условийĕсенче 26 çын сывалнă. Реабилитацин вăтам вăхăчĕ 27-28 кунпа танлашнă.

Кĕрĕк арки йăваласа ларманни куçкĕрет. Çав вăхăтрах шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ Алексей Веселовский наркотиксемпе кĕрешессипе, пофилактикăпа çыхăннă ĕçри çитменлĕх тавра сăмах пуçарчĕ — укçа ыйтăвне хускатрĕ. Муниципалитетсем асăннă ĕç валли бюджетра çуллен укçа пăхса хăвараççĕ. Патăрьел, Куславкка, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш районĕсем, Канаш хули кăçал уйăрнă укçан çурринчен каярах пайне кăна ĕçе янă иккен. Çулталăк вара вĕçленсе пырать, Çĕнĕ çулччен уйăх ытларах кăна юлчĕ — укçапа мĕнле майпа усă курса ĕлкĕрĕç?

Ку Олег Николаева та тĕлĕнтерчĕ: укçапа усă курмастпăр пулсан, тен, эпир ăна тĕрĕс мар уйăратпăр? Паллах, сăмах уйăрнине тăкакласа пĕтересси пирки пымасть, укçапа тухăçлă усă курассине тĕпе хумалла. Вăл вырăнсенчи администрацисен пуçлăхĕсене ку енĕпе çывăх кунсенчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалли пирки асăрхаттарчĕ — бюджет укçи наркомани сарăласран сыхланас тĕлĕшпе усă кÿме тивĕç.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.